Хĕл Мучи​сем çит​рĕç Кÿ​кеçе

Йă​ла​на кĕ​нĕ йĕр​ке​пе Çĕ​нĕ çул уя​вĕ умĕн рай​центр​та Хĕл Му​чи​сен çÿ​ре​вĕ ир​тет. Шă​мат​кун, де​каб​рĕн 27-​мĕ​шĕн​че, Хĕл Му​чи​сем, çа​вăн пе​кех юмах-​ха​лап​сен​чи сă​нар​сем, Кÿ​кеçри Куль​ту​рă​па ка​ну цент​рĕн​чен пуçла​са «Советс​кая» урам​па «У​лăп» спорт​па сыв​лăх комп​лек​сĕ пат​не çи​тич​че​нех çу​ран ут​рĕç. Ун​та вĕ​се​не ка​пăр​лан​нă ел​ка «​кĕт​се ил​чĕ».

Çĕ​нĕ çул уяв​не ни​мĕн​ле çан​та​лăк та пă​сас çук. Урам​ра са​май си​вĕт​ни​не пăх​ма​сăр Хĕл Му​чи​сен йыш​не чы​ла​йăн хут​шăн​чĕç, по​се​лок ура​мĕ тă​рăх ут​са тух​ма каш​ни ял тă​рă​хĕн​че​нех кил​нĕ. Çын​сем ÿр​кен​мен​ни тÿ​рех си​сĕ​нет, мĕн​ле кос​тюм кă​на ăс​та​ла​ман-ç­ке?! Акă клоун, упа, каш​кăр, ти​лĕ, шă​ши, ка​ча​ка, ту​хат​мăш кар​чăк… Хĕл Му​чи​сем​пе Юр Пи​ке​сем ми​çенч​чĕ та​та?!

«Советс​кая» урам​па юр​ла​са, хи​рĕç пу​ла​кан çын​се​не çул​та​лăк​ри чи пал​лă уяв​па са​лам​ла​са пур​те пĕр​ле хит​ре чă​рăш пат​не çыв​хар​чĕç. Вĕ​се​не тĕр​лĕ ÿсĕм​ри ача​сем, аш​шĕ-а​мă​шĕ кĕт​се ил​чĕç. Ма​лал​ла уяв йă​ла​на кĕ​нĕ сце​на​ри​пе ирт​рĕ: пур​те пĕр​ле Хĕл Му​чие йых​рав​ла​рĕç, ун​тан Юр Пи​ке​не чĕн​чĕç… Ту​хат​мăш кар​чăк ялан​хи пе​кех пур​не те ар​паш​тар​ма хăт​лан​чĕ – вăл Юр Пи​ке имĕш, ан​чах ача​се​не ул​та​лай​мăн, Хĕл Му​чи​йĕн чăн-​чăн мă​нук​не пĕ​чĕкс​кер​сем пи​тĕ ла​йăх пал​лаç­çĕ. Юлаш​кин​чен вĕ​сем ăна кĕт​се ил​чĕç-ил​чĕ​çех. Ха​вас​лă ача​сем​пе ас​ли​сем ал​ран-ал​ла ты​тăн​са Çĕ​нĕ çул юр​ри​не шă​ран​тар​чĕç, таш​ла​рĕç… 2015 çу​лăн сă​на​рĕ, ка​ча​ка та, кил​чĕ уя​ва. Ыт​ла та хит​реч​чĕ-ç­ке вăл! Ăна кур​сан ар​çын ача​сем​пе хĕ​ра​ча​сем пуш​шех те хĕ​пĕр​те​рĕç.

Хĕл Му​чи пу​шă алă​па кил​мен уя​ва. Сă​вă ка​ла​кан ача​се​не пы​лак çи​мĕç­пе сăй​ла​рĕ, вĕ​ре​нÿ​ре çи​тĕ​нÿ​сем ту​маш​кăн ыр​лăх-​сыв​лăх сун​чĕ.

ЛЮ​БОВЬ ГО​РО​ДИ​ЩЕНС​КАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости