Хĕрхенмест, ÿкĕте кĕмест…

Ĕнер çурçĕр иртсен Кÿкеçри 41-мĕш пушар чаçне Чĕркаш ялĕнче вут-çулăм алхасма пуçлани пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ. Юрать, çакна Лапсарта пурăнакан пĕр çын нумай хутлă çуртри чÿречерен, çÿллĕ çĕртен, асăрханă. Пушар хуралçисем çитнĕ çĕре «хĕрлĕ автан» юнашар ларакан гараж çине сиксе ÿкме ĕлкĕрнĕ. Вăл унăн шалти стенисене сиенличчен малтан йывăç хуралтăна тĕп тунă. Пушар сăлтавĕ хальлĕхе паллă мар, апла пулин те Шупашкар районĕнчи надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕ вĕсенчен ытларахăшĕ вут-çулăмпа усă курнă чухне асăрханманнипе çыхăннине пĕлтерет. Çак уйăхрах пулса иртнĕ тепĕр пушар вара мунча кăмакин çулăм çулне тĕрĕс мар йĕркеленине пула тухнă. Сатиркасси ялĕнче акă вăл 100 тăваткал метрлă мунчана кĕл тунă.

Çулталăк пуçланнăранпа районта пурĕ 31 пушар тухнă (иртнĕ çулхи çак тапхăрта – 38). Вĕсенче 4 çын шар курнă (пĕлтĕр те ку вăхăт тĕлне çакăн чухлех пулнă). Вилнисем çук (2). Вут-çулăм кÿнĕ сăтăра 6 млн яхăн тенкĕпе виçеççĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости