Хĕрĕсене халалланă

«Литературăллă Чăваш Ен: 2014-2015 çулсенчи чи лайăх вуланакан кĕнеке» республика конкурсĕн шайĕнче районта пĕлтерĕшлĕ нумай-нумай мероприяти иртрĕ. Сарапакасси ял тăрăхĕ те акцирен аякра юлмарĕ.

Марафона малалла тăсса Сарапакасси тата Шоркка библиотекисем вулакансене валли чăваш писателĕсемпе Геннадий Максимовпа тата Елена Светлаяпа тĕл пулу ирттерчĕç. Шăпах çак акци вулакансем чи кăмăлланă авторсене палăртма пулăшать. Библиотекарьсем С. Андреевăпа С. Толстова хăнасене тарават кĕтсе илнĕ май çакна палăртрĕç. Г. Максимовăн «Вăхăта парăнман юрату» тата Елена Светлаян «Мысли вслух…» кĕнекисем республика конкурсне хутшăннине аса илтерни вырăнлă. Тĕл пулу вăхăтĕнче Геннадий Максимов черетлĕ кĕнекине хăйĕн хĕрĕсене халалланине пĕлтернĕ. Унти повеçсене автор пурнăçран илнĕ. Вĕсем ăна хаклама тата кăмăл-сипет пĕлтерĕшне мала хума вĕрентеççĕ. Библиотекарьсем авторсен кĕнекисене аслă çулсенчи вулакан та, çамрăксем те пĕр пек хапăл туса вуланине йышăннă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости