Чаканарсем хĕсметре

1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче вăрçă чарăнать. 29-мĕшĕнче вара И.В. Сталин хушнипе Беларуçпе Украина фрончĕсен салтакĕсем Германи çĕрĕ çинче службăна малалла тăснă. Вĕсене оккупаци чаçĕсем тенĕ. 1948 çултанпа чăваш каччисене те унта хĕсмете янă.

Пысăках мар Чаканар ялĕнчен Германи çĕрĕнче хĕсметре 12 каччă пулнă. 1950-1953 çулсенче ку çĕршыва 1930 çулта çуралнă Николай Лепин пĕрремĕш лекнĕ. Совет çарĕсене Германирен илсе тухиччен юлашки хут салтакра пулаканĕ – Алексей Волков.

Николай Лепин артиллери полкĕнче службăра тăнă чухне сержант, взвод командирĕн çумĕ пулнă. Лайăх салтак темиçе хутчен те командирсен хисеп тата тав хучĕсене тивĕçнĕ. Хĕсметре Петр Атаманов та хăйне тивĕçлĕ тытнă. Полк командирĕ хастар сержантăн амăшĕ патне хисеплесе çыру та янă, лайăх ывăл çитĕнтернĕшĕн тав тунă. Халĕ Петр Степанович хисеплĕ çын, доцент, университетра студентсенчен математика учителĕсем хатĕрлет. Виталий Андреев, Веня Прохоров, Юрий Демидов та салтак ятне ÿкермен. Шел пулин те, Николай Власов, Анатолий Лепин, Васьăпа Олег Фомиряковсем вăхăтсăр çĕре кĕчĕç.

1956 çулта Венгри çĕрĕ çинче пăтрашуллă лару-тăру пуçланнă. Совет правительстви çарсене Венгрие тепĕр хут кĕртме йышăннă. Пирĕн салтаксем пулăшнипе Будапештри тата ытти хулари пăлхавсене путараççĕ. Кунта Шуркасси каччи Владимир Толстов хастарлăхпа паттăрлăх кăтартать.

Венгри çĕрĕ çинче Чаканартан Александр Лепинпа Николай Самсонов хĕсметре 1966-1969 çулсенче пулаççĕ. Каччăсем хăйсене салтакра йĕркеллĕ тытнă. Аслисем хушнине вăхăтра тата тĕрĕс пурнăçланă. Виталий Пучкарев Комаром хули çывăхĕнче связистсен отделени командирĕ пулнă, киле кĕçĕн сержант пулса таврăннă. Григорий Ивановпа Юрий Калинин та ята ÿкермен. Николай Самсонов полк шкулĕнче çамрăк салтаксене вĕрентнĕ, взвод командирĕн çумĕ сержант званине те илме тивĕçнĕ. Халĕ вăл Чаканарта ял старости, районти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри шутланать.

Пирĕн ял каччисенчен юлашкинчен Венгрире 1979-1980 çулсенче службăра Виталий Александров пулнă – Венгрире тăракан Совет çарĕсен тĕп штабĕнче связистсен командирĕ пулнă. Хăй вăхăтĕнче ефрейтор хăйне лайăх енчен кăтартса киле отпуска кайса килме тивĕçнĕ.

Çакна та палăртса хăвармалла: 1943-1947 çулсенче Иван Заморжев Монголире, 1949-1952 çулсенче Михаил Федоров Китайра, 1980 çулсенче Виталий Попов Бангладеш çĕршывĕсенче службăра тăнă.

Германи çĕрĕ çинче совет çарĕсем тăма тытăннăранпа кăçал июнь уйăхĕнче 70 çул çитрĕ. Çак уява сума суса ветерансен ассоциацийĕн йышăнăвĕпе ют çĕршывсенче службăра тăнă воин-интернационалистсене валли «70 лет ГОСВГ-ГСВГ-ЗВГ» медаль туса хатĕрленĕ. Çакăн пек медальсене Чаканар каччисем те тивĕçрĕç.

Германи тата Венгри çĕрĕсем çинче хĕсметре тăнă воин-интернационалистсем çулла Чаканар ялĕнче пуçтарăнчĕç. Пухăннисене салтаксен ассоциацийĕн районти председателĕ Вениамин Степанов саламларĕ. Вăл ветерансене çирĕп сывлăхпа телей сунчĕ, пĕрлешÿ ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Ют çĕршывсенче салтакра пулнă ветерансен Чаканарти организацине асăнмалăх ялав пачĕ. Вăл малашне Николай Самсонов патĕнче упранĕ. Ветеран-салтаксем пĕрле пухăнса салтак пурнăçне аса илчĕç. Ял старости пухăннисене салтак пăттипе хăналарĕ, салтакра мĕнле майпа хура тул пăтти пĕçерме вĕрентни çинчен кулăш каласа пачĕ.

Килес çул салтак-интернационалистсем Чаканарта пухăнма калаçса татăлчĕç.

АНАТОЛИЙ ЛЕПИН, ЧАКАНАР

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости