Чипер юл, хĕлле!

Çулталăкăн кашни вăхăчĕн хăйĕн илемĕ. Акă хĕл те пирĕнпе сыв пуллашрĕ. Район çыннисем çуркуннене хаваслă кăмăл-туйăмпа, спорт вăййисемпе, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç.

Йĕлтĕр йĕрĕпе

Мартăн 11-мĕшĕнче сар хĕвел ăшшипе пурне те çупăрларĕ. Урамсенче шыв шăнкăртатса юхни те Кÿкеçри «Олимпийский» стадионра пухăннисене йĕлтĕр сырма чармарĕ – эстафета чупассипе район чемпионачĕ иртрĕ. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Зоя Маслова, экологи тата ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ванюшкин ăнăçлă старт сунчĕç.

Эстафетăна çемье, ял тăрăх администрацийĕсен, районти вĕрентÿ учрежденийĕсен тата организацисен командисем хутшăнчĕç. Çавăн пекех ача садне çÿрекенсем те, ветерансем те йĕлтĕр сырчĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçессишĕн пурĕ 51 команда, 200 ытла çын ăмăртрĕ. Арçынсем 2 км, хĕрарăмсем 1 км чупрĕç. Пьедесталăн 1-мĕш картлашки çине тăма тивĕçнĕ командăсене кубокпа тата грамотăпа чысларĕç. 1-3-мĕш вырăнсене тухнисем вара медальлĕ пулчĕç.

Йĕлтĕрçĕсем стадионра пĕр-пĕринпе хăвăртлăхпа ăмăртнă вăхăтра «Улăп» спорт комплексĕнче хĕрарăмсем волейболла вылярĕç. Кÿкеçри хĕрарăмсен команди 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, çĕньялсем – 2-мĕш, ача-пăча тата çамрăксен спорт шкулĕн команди – 3-мĕш.

«Ăсатма та хавас!»

Кÿкеçри «Олимпийский» стадион умĕнче халăх лăк тулличчĕ. Кÿкеçри культура çурчĕн «Эйфория-Иллюзия» халăх театрĕн çамрăк артисчĕсем театрализациленĕ уявпа паллаштарчĕç. Юмахри сăнарсем хĕле ăсатса çуркуннене кĕтсе илчĕç. Пултаруллă арçын ачасемпе хĕрсен савăнăçлă кăмăл-туйăмĕ ыттисене те хăпартлантарчĕ.

Зоя Маслова 2016 çул районшăн тухăçлă иртнине палăртрĕ. Кăçал Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнă май юр ирĕлсенех ялсене, урамсене тирпейлеме чĕнсе каларĕ.

Хĕлпе сыв пуллашма килнисем «Телей» халăх фольклор, Кÿкеçри «Дубравушка» вокал, Шăнкас ял клубĕн «Шурă акăш», Иккасси пултарулăх çурчĕн «Шупуç» фольклор ансамблĕсен юрри-ташшине курса савăнчĕç. Çавăн пекех программăра тĕрлĕ вăйă, конкурс пулчĕ, парнесем выляттарчĕç. Юлашкинчен Хĕл катемпине çунтарса ячĕç…

Мастер-класс

Çак кун «Улăп» спорт комплексĕ умĕнче бензопăчăкă сасси татăлмарĕ. Вячеслав Эткер тата Сергей Иванов Раççейри экологи çулталăкне халалласа йывăçран скульптура касса кăларассипе мастер-класс ирттерчĕç. Вĕсен ĕçне çынсем кăсăклансах сăнарĕç, уйрăмах ачасем патнерех пыма тăрăшрĕç. Вячеслав Эткер 1,5 метр тăршшĕ хыр йывăççинчен – кайăк сырăшне, Сергей Иванов вут кайăк кĕлеткине касса кăларчĕç. Скульптурăсем Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музейри чăваш картишĕнче вырăн тупрĕç.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости