Чи вăйлисем çĕнтерччĕр!

Июлĕн 18-мĕшĕнче Вăрнар районĕнче ЧР патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсен XIV физкультурăпа спорт спартакиади иртнĕ.

Спартакиадăн çуллахи тапхăрне уçнă çĕре ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн спикерĕ Юрий Попов, РФ Федераци Пухăвĕн федераци канашĕн членĕ Вадим Николаев тата ыттисем хутшăннă.

Ăмăртăва пынисене саламланă май Михаил Игнатьев «спартакиада ирттересси йăлана кĕрсе пынине» палăртса хăварнă. «Чи вăйлисем çĕнтерччĕр. Сывă пултăр спортлă Чăваш Ен!» – çак сăмахсемпе спортсменсене ырă суннă вăл.

Влаç органĕсенче вăй хуракансем хутăш эстафетăра (ишес, велокросс тата çăмăл атлетика кросĕ енĕпе), канат туртса, мини-футболла выляса кĕрешнĕ. Çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн тата ЧР муниципаллă районсен тата хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен командисен хушшинче мини-футбол иртнĕ.

Шупашкар район администраци команди те спартакиадăн çуллахи тапхăрне хастар хутшăннă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хушшинче канат туртассипе район команди 3-мĕш, хутăш эстафетăра 2-мĕш, мини-футболла выляса 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости