Чи хастар шкул корреспонденчĕсем

Çулталăк пуçламăшĕ – ĕç-хĕле, тĕрлĕ конкурса пĕтĕмлетмелли вăхăт. «Тăван Ен» хаçат редакцийĕ те çак кунсенче çулталăк тăршшĕпех пынă «Шкул корреспонденчĕ» конкурса вĕçлерĕ. Пĕлтĕрхи 12 уйăхра районти шкулсенче ăс пухакан ачасем тĕрлĕ темăпа çырчĕç: тăван чĕлхене упраса хăварас, çутçанталăка сыхлас ыйтусене çĕклерĕç, тĕслĕхлĕ çынсем çинчен каласа пачĕç… Пĕтĕмлетÿ çакна та кăтартрĕ: алла калем тытакансенчен ытларахăшĕ  хĕрачасем, анчах хастар арçын ачасем те пур, хăйсен шухăшĕсене хут çине куçарса вĕсем те редакцие çыру çитерчĕç.

Çĕньял-Покровски шкулĕнче вĕренекен ачасем пуринчен ытла хастар шкул корреспонденчĕсем пулчĕç, çулталăк тăршшĕпе вĕсенчен вун-вун çыру илтĕмĕр. 6-мĕш класра ăс пухакан Дарья Кириллова редакци коллективĕнчен тăракан жюри членĕсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх «Шкул корреспонденчĕ» ята тивĕçрĕ. Тĕрлĕ темăпа çырнă унăн материалĕсене вулакансем лайăх ас тăваççĕ-тĕр. Асăннă шкултах 6-мĕш класра вĕренекен Кристина Баюкова иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Ишек шкулĕнче 5-мĕш класри Евгения Иванова вара 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Çамрăк корреспондентсене хавхалантарас тĕллевпе «Тăван Ен» хаçат редакцийĕ «Шкул корреспонденчĕ» конкурсра 1-3-мĕш вырăнсене йышăннисем валли парнесем хатĕрлерĕ. Пултаруллă калемçĕсене çитес эрнере редакцире савăнăçлă лару-тăрура чыслаççĕ. Хĕрачасем малашне те пысăк хавхаланупа материалсем çырса редакцие çитерессе шансах тăратпăр.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости