Чуна ăшăтакан аса илÿсем

Ку сăн ÿкерчĕкре –1980 çулта Шемшерти вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ ачасемпе учительсем. Юлашки шăнкăрав хыççăн ÿкерĕннĕскер вăл.

Çав вăхăтра шкулсене кăмакапа хутатчĕç. Пĕр кăмаки икĕ класа тата коридора ăшăтатчĕ.

Эпир Шемшер шкулне сакăр класс пĕтерсен кăна вĕренме пынă. Унччен Хыркассинчи сакăр çул вĕренмелли шкула çÿренĕ. Лакăрсем те Шемшере вĕренме утатчĕç. Эпĕ те кашни кун пилĕк километр Шемшере çуран, уроксем хыççăн – каялла киле васканă. Хĕлле интернатра пурăнма юлаттăмăр. Унта укçасăрах виçĕ хутчен апат çитеретчĕç. Эпир çемьере çиччĕн çитĕннĕ. Интернатра пурăннă чухне кашниех черетпе Тавăшкасси фермине 10 литрлă витрепе сĕт патне çÿреттĕмĕр. Çакăншăн пире столовăйĕнче апатлантаратчĕç. Çĕрле пирĕнпе пĕрле яланах воспитатель тата нянечка пурччĕ, техничка та çĕр каçатчĕ. Вăл урайсене пире çутарман, кăмакасене те хăех хутатчĕ. Лайăх çанталăкра киле çÿренĕ. Интернат хĕллехи вăхăтра кăна ĕçленĕ. Унта аякри ялсенчен килекен ачасем кăна пурăннă. Шемшерти вăтам шкул директорĕ вăл вăхăтра Александр Васильевич Соколовчĕ. Вăл пирĕнпе географи урокĕсене ирттеретчĕ. Уроксенче питĕ тимлĕ итлесе лараттăмăр, интереслĕччĕ унăн урокĕсем. Вăл 90 çултан иртсен çĕре кĕчĕ.

Класс ертÿçи Светлана Николаевна Кабанова пулнă. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Шемшер шкулĕ хупăнсан нумай çул Тутаркасси шкулĕнче те ĕçлерĕ, алгебрăпа геометри вĕрентрĕ. Манăн ывăла та вĕрентрĕ вăл. Питĕ кăмăллă, çепĕç, юратнă учительччĕ вăл.

Николай Кузьмич Кузьмин вара пире физика предметне вĕрентрĕ. Сакăр вуннă урлă каçнăскер халĕ те тĕрĕс-тĕкел выльăх-чĕрлĕх пăхса пурăнать. Елизавета Захаровна Захаровăпа эпир хими предметне шĕкĕлченĕ. Хыркассинчен вĕренме килнĕ ачасене яланах Шемшер шкулĕн ачисемпе танлаштаратчĕ вăл. Улттăн пулнă эпир, Хыркасси шкулĕнчен килнĕ ачасем. Пирĕн интернатри воспитатель Луиза Михайловна Степанова Тутаркассинчен Шемшере ĕçе çÿретчĕ.

Пирĕн класра пурĕ 24 ача вĕреннĕ – 10 хĕрачапа, 14 арçын ача. Яланах туслă пулнă. Вăхăт хăвăрт иртет. Шкул пĕтернĕренпе кăçал 36 çул хыçа юлчĕ. Эпир, ĕнерхи хĕрачасем, пенси çулне те çывхарса пыратпăр. Шкул хыççăн çулсем саланчĕç. Чылайăшне тахçантанпах курман, тĕл пулусем те йĕркелемен. Паян Шемшер шкулĕ те, Хыркасси шкулĕ те çук. Вĕсенчен чуна ăшăтакан аса илÿсем кăна тăрса юлнă.

Роза Петрова, Лакăр

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости