Чăвашлăх – пирĕн алăра

Ачасене тарăн пĕлÿ парас тесен урокра кăна ĕçлени çителĕксĕррине шута илсе вĕрентекенсем вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех класс тулашĕнче тĕрлĕ ĕç йĕркелеççĕ. Чăваш чĕлхипе литература эрни те курăмлă иртрĕ.

Малтан 7-8-мĕш класра ăс пухакансем савăнăçлисемпе тавçăруллисен тупăшăвне хутшăнчĕç, асамлă чĕлхе вăрттăнлăхĕсене тĕпчерĕç. Кунта кĕçĕнреххисем маттуртарах пулчĕç. 5-6-мĕшсем «Чĕвĕлти чĕкеç» викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç. Республика шайĕнчи конкурсра 9-мĕш класра ăс пухакан Марина Михайлова, Наташа Игнатьева, Света Мазеева, Аня Ильина, Света Падюкова, 8-мĕш класри Настя Костина, Настя Куркова тăван чĕлхене лайăх пĕлнипе палăрса дипломсене тивĕçнĕччĕ.

9-мĕш класра ăс пухакансем те «Тупăшар-и?» вăйăра хăйсен пĕлĕвне кăтартрĕç. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2017» акцирен те аякка тăрса юлмарăмăр. Стена хаçачĕсем те илĕртÿллĕччĕ, кăсăклăччĕ. Чăваш чĕлхи кунĕнче чăваш тумĕллĕ арçын ачасемпе хĕрачасем вăйă картине тăрса вăйăсем вылярĕç, юрăсем шăрантарчĕç, улах йăли-йĕркипе паллаштарчĕç.

Антонина Ефимова, Тăрăн

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости