Чăваш Ен пикисем кĕрешме ăста

Çитес вăхăтра, ноябрĕн 13-16-мĕшĕсенче, ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ кĕрешÿ ăмăртăвĕ иртĕ.

Чăваш çĕршывĕ – ирĕклĕ кĕрешÿн Раççей центрĕ, хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ кĕрешĕве аталантарма пуçланă чи пĕрремĕш регионсенчен пĕри. Çакна чăваш çĕршывĕнчен тухнă Наталья Гольц, Ольгăпа Наталья Смирновăсен ячĕсемех çирĕплетсе параççĕ. Çамрăк ăрăва илес пулсан – асăннă спорт тĕсĕнче Екатерина Красновăпа Наталья Федорова ячĕсене палăртмалла.

Кăçал майăн 30-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ кĕрешĕвĕн Раççей чемпионачĕ иртнĕ. «Хĕрарăмсен ирĕклĕ кĕрешĕвĕ – пирĕн регионта чи вăйлă аталаннă спорт тĕсĕсенчен пĕри. Раççей шайĕнчи ăмăртусене кунта ирттерни те çак спорт тĕсне вăйлăрах аталантарма хистет. ЧР хĕрарăмсен ирĕклĕ кĕрешĕвĕн центрне йĕркелес ĕçе тытăннă», – пĕлтернĕ чемпионат иртнĕ вăхăтра ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников.

Хĕрарăмсен ирĕклĕ кĕрешĕвĕн олимп вăййисене хатĕрлекен центр ĕçе пуç­ланă та ĕнтĕ. Сентябрьте тренерсем – тĕнче чемпионĕ, спорт мастерĕ, Олимп вăййисене хутшăннă тата икĕ хут Европа чемпионĕ пулнă Ольга Смирнова, 5 хут Европа чемпионачĕсен призерĕ, 4 хут Раççей чемпионки Наталья Смирнова, Николай Кириллов тренерсем ача-пăчан тата аслисен икшер ушкăнĕсене пуçтарнă та. Раççей Кубокĕшĕн пыракан ăмăрту вăхăтĕнче çĕнĕ центра уçма палăртаççĕ те. «Чăваш Енре хĕрарăмсен ирĕклĕ кĕрешĕвĕ çине пысăк шанăç хураççĕ. Пирĕн хĕрсен чăтăмлăх аван аталаннă, вĕсем ĕçлеме пултараççĕ. Пирĕн тренерсем çамрăк, спорт никĕсе çирĕп», – палăртнă Сергей Мельников.

Раççей Кубокне çĕнсе илме пурин те шанăç пур. Ăмăртăва хĕрарăмсен ирĕклĕ кĕрешĕвĕ аталаннă Раççейри пур регион хутшăнĕ – Буряти, Тыва, Красноярскпа Краснодар тăрăхĕсем, Мускавпа ун облаçĕ, Санкт-Петербург. Кубокшăн Чăваш Ен спортсменкисем те кĕрешĕç. Чăваш çĕршывĕн пĕрлештернĕ команди шутне 10 спортсмен кĕрĕç, вĕсен шутĕнче Европа-2009 ăмăртăвĕн чемпионки, пĕтĕм тĕнчери универсиада-2013 призерĕ Екатерина Краснова, кăçал иртнĕ Европа чемпионачĕн пăхăр призерĕ Надежда Федорова, 2014 çулта Раççейре юниорсем хушшинче мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртăвăн призерĕ Вероника Чумикова.

Ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Раççей Кубокĕшĕн, ЧР Пуçлăхĕн парнисемшĕн иртекен ăмăртăва ют çĕршыв спортсменĕсем те хутшăнĕç. США, Монголи, Молдавипе Австри спортсменĕсем ăмăртура хутшăнма шантарнă. Беларус, Украина, Болгари, Азербайджан тата ытти çĕршыв спортсменĕсене те кĕтеç­çĕ. Çак ăмăртусенче мала тухакансем Иван Ярыгина халалланă пĕтĕм тĕнчери турнира хутшăнма тивĕçĕç.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости