Чăваш ялĕ йăмраллă-и?

Чăваш çынни мĕн авалтанах ял урамĕсенче йăмра ÿстернĕ. Атăлъял урамĕсенче те йăмра йывăççисем питĕ йышлăччĕ. Сăн ÿкерчĕксемпе кăсăкланнă май, яланах фотоаппарата çумра чиксе çÿреме тăрăшатăп. Пĕрремĕш сăн ÿкерчĕке 1981 çулхи июлĕн 10-мĕшĕнче тунине ас тăватăп. Иккĕмĕшне – кăçал майăн 2-мĕшĕнче.

«Кÿршĕ тăванран лайăхрах пултăр», – тесе каланă ваттисем, анчах вĕсем йывăçсене ан касăр тенĕ çĕртенех çулсерен вĕсене тĕп тăваççĕ. Юлашки йывăçа вара майăн 1-мĕшĕнче эпĕ килте пулман чухне касса вакланă, çирĕп йывăçсемехчĕ. Ачаран курса ÿснĕ йывăçсене куç хыçĕнче касни çав тери тарăхтарать. «Эсĕ лартнă-и ăна, мĕнле касма пултаратăн?» – тÿррĕмĕн ыйтрăм пирĕн ялта çуралса ÿсмен, çуртне дача вырăнне усă куракан арçынтан. «Юлашкине те касатăп», – пулчĕ унăн хуравĕ. Сăтăрçăсем явап тытасси питĕ иккĕленÿллĕ.

Килте çук чухне кам сыхлĕ-ши асаттепе унăн кÿршисем лартнă йăмрасене? Ĕçчен ватă çынсем халĕ те пур пирĕн тури урамра. 81 çулти Григорий Сергеев майăн 4-мĕшĕнче хăйĕн умне 3 çăка йывăççи лартрĕ. Урамри йывăçсене çитĕнсе вăй илме нумай çул кирлĕ, касма вара часах. Чăваш ялĕсем йăмрасăрах юлĕç-ши?

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости