Чăнлăх… форумра çуралать

Чăваш Республикинче коммерцилле мар организацисен II форумĕ иртнĕ эрне вĕçĕнче Чăваш Енри граждан активисчĕсене, çĕнĕ проектсене ертсе пыракан агентство экперчĕсене, республикăри министерствăпа ведомство, МИХ, бизнес, регионри общество палатин представителĕсене йышлă пуçтарчĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ 500-тен те иртнине палăртаççĕ.

Район активисчĕсем

Чăваш Енри Общество палати йĕркеленнĕренпе 5 çул çитнине халалланă форумăн пленарлă ларăвĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртрĕ. Ăна уçнă чухнехи савăнăçлă мероприятире Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев общество институчĕсен кулленхи пурнăçри пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕ. «Вĕсен урлă эпир халăхпа кулленхи калаçăва тытса тăратпăр, республика çыннисен пысăк пайĕн шухăшне тĕпе хурса йышăнусене пĕрле тăватпăр», – терĕ вăл.

Кунтах регионăн коммерцилле мар секторĕн юлашки çулсенчи çитĕнĕвне уçса паракан «НКО чи лайăх практики» курав ĕçлерĕ. Унта Вăрман-Çĕктер тăрăхĕ республикăри пахчаçăсен пĕрлешĕвĕн ертÿçин Юрий Соколовăн ĕçĕсемпе хутшăнчĕ.

Тĕрĕссипе форум тĕп хулара декабрĕн 8-мĕшĕнчех ĕçлеме пуçланăччĕ. «Пуласлăхри Чăваш Ен: аталану стратегийĕ» форсат-сессин «Кану хутлăхĕ: туризм, сервиссем» тематика секцийĕнче Шупашкар районĕнчен çавăн пекех администрацин культура, туризм тата аталану пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Павлова, «Бичурин тата паянхи самана» музей ертÿçи Ирина Удалова хутшăнчĕç. Ыттисенчен ку сесси пĕр вăхăтра пулса иртекен пуласлăх прогнозĕпе проект меслечĕсене пĕтĕçтернипе уйрăлса тăчĕ. Кунта пысăк опытлă экспертсемпе, социаллă проектсен ертÿçисемпе танах волонтерсене те сăмах пачĕç.

Алă тăсасран упрĕ

Чăваш Ен Общество палатин граждансен прависене хÿтĕлес, общество тĕрĕслевĕ тата коммерцилле мар организацисемпе хутшăнас комисси председателĕ Ирина Булыгина ертсе пынă «Халăх сывлăхне упрасси – обществăн тĕп тăрăшулăхĕ» секцире сывлăхшăн сиенлĕ йăласене хирĕç тăмалли меслетсем, унран шар курнă тата ăна çĕнтернĕ çынсен шăпи çинчен сăмах пычĕ.

Наркотикпе çыхăннă ыйтусем республикăна та перĕнмесĕр иртменнине ăнланни инкеке лекнĕ çынсене пулăшассине правительство шайĕнче йĕркелесе, сăнаса тăма хистет. Чăваш Республикинчи Наркотике хирĕçле комисси аппарачĕн ертÿçи Алексей Метелкин çакăн пирки каласа пачĕ. «Вĕсем чирлĕ çынсем пулнине эпир пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа та вĕсене медицина енĕпе те, социаллă майсемпе те сиплемелле. Министрсен Кабинечĕн нумай пулмасть вăя кĕнĕ йышăнăвĕ акă пурнăçăн йывăр-лару тăрăвне лекнĕ çынсене пулăшу памалли йĕркене çирĕплетнĕ. Вĕсене социаллă реабилитаципе тивĕçтерме бюджетăн çитес çулĕсен проекчĕсенче те çителĕклĕ укçа-тенкĕ пăхса хунă», – пĕлтерчĕ Алексей Игоревич.

Алкоголизм, наркомани – пурнăç приговорĕ мар. Çакна ĕнентерме Республикăри наркологи диспансерĕ çумĕнчи психологи службин волонтерне те сăмах пачĕç. «Енчен те арçын ĕçке ерсе кайсан унран пĕтĕм кил-йыш сивĕнет, ĕçке пĕччен çĕнтерме хал тупаймасть. Çемьене каялла тавăрмалли çул – наркологи диспансерĕ витĕр кăна. Кунта лекекенсем хăйсене инкекре мĕнле ăннине кайран тин ăнланаççĕ. Клубра çак çынсем куç умĕнче улшăнаççĕ, çĕнĕрен çуралаççĕ тейĕн. Хăв усалтан вăйлăрах пулнине ĕненмелле кăна», – тет 48-ти Олег Скрябин (ятне улăштартăмăр). Çакăн пирки вăл паян районсенче ытти волонтерпа лекци вулать. Форума пуçтарăннă халăх умĕнче çав усал мура парăнтарма вăй çитернисен кăкăрĕ çине «Урăлăх орденне» витерчĕç. Çак награда ÿлĕмрен эрех-сăра патне ал тăсасран та упрĕ – шанаççĕ диспансер ĕçченĕсем.

Мĕн акатăн – çавă шăтать теççĕ чăвашсем. Этеме сиенлĕ йăласене сивлеме хăнăхтарасси те çемьерех пуçланать. Çавăнпа та Ирина Булыгина ЧР Пуçлăхĕн хушăвĕпе 2017 çула Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернине аса илтерни вырăнлă пулчĕ. «Эпир пурте ачалăхран. Çемье мĕнле йĕркеленет – ача та çак йăласене ăша хывса çитĕнĕ», – терĕ вăл. Килти ырă йăласене сыхласси, сывлăх тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем пуррисене пулăшу кÿресси çинчен Республикăри хĕрарăмсен канашĕн председателĕн çумĕ Нина Глотова каласа пачĕ.

Форум шайĕнче тĕрлĕ площадкăсенче «ЯГражданин» çамрăксен юхăмĕн ертÿçи Роман Васильев «Çамрăксен кадрĕсем тата социаллă проекчĕсем», Алексей Глухов право хÿтĕлевçи «Влаçпа общество диалогĕн пахалăхĕ: общество тĕрĕслевĕ тата экспертиза», «Эка» регионри экологи пĕрлешĕвĕн директорĕ Александр Воробьев «Экологи пĕлĕвĕ тата общество тĕрĕслевĕ» секцисене ертсе пычĕç.

Сăмах май

Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре коммерцилле мар 1378 организаци шутра тăрать. Вĕсемсĕр пуçне 16 нацийĕн культура пĕрлешĕвĕсем ĕçлеççĕ. Общество палати – вĕсене тĕрĕслесе тăракан тĕп орган.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости