Чăтнă, тăрмашнă…

Иртнĕ ĕмĕрĕн 1941 çулĕнче пирĕн тăван çĕршыв кĕтмен çĕртен йывăрлăха кĕрсе ÿкет. Нимĕç еткерĕ юратнă çĕршыв çине систермесĕр тапăнса кĕрет. Хулапа ялсене çунтарма, аркатма, халăха шелсĕр пĕтерме пуçлать, чуралăха хăвалать.

Малтан тăшман хăвачĕ палăрмаллах пысăк пулнă. 1941 çулта пирĕн командовани директивĕпе партизансен тĕп штабне йĕркеленĕ. Вĕсене паллă обком работникĕсем, секретарĕсем ертсе пынă. Коммунистсен партийĕ çак партизанла вăрçа ертсе пынă çĕрте тĕп вăй-хăват шутланнă. Партизансем тăшман тылĕнче миллионăн ытла çапăçнă, 220 пин подпольщик кĕрешнĕ. Тылри, вырăнти халăх партизансене май пур таран пулăшнă: апат-çимĕçпе е ыттипе те.

Çĕнтерĕве çывхартас тесе медработниксем пысăк çитĕнÿ тунă. Совет Союзĕн паттăрĕ ята – 47, Хĕрлĕ Ялав орденне – 3 пин те 500, Ленин орденне – 285, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне 86 пин те 500 медработник тивĕçнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче 85 пин медработник хыпарсăр çухалнă, вĕсен йышĕнче 5 пин тухтăр, 9 пин вăтам медработник, 71 пин санитар-инструктор. Пĕтĕмĕшле илсен, вăрçă вăхăтĕнче вилнисем – медработниксем – иккĕмĕш вырăн йышăннă çапăçура вилнĕ салтаксемпе танлаштарсан. Çавăнпа та Георгий Константинович Жуков çĕнтерÿ тума вĕсемсĕр нимле те май çукчĕ тенĕ хăйĕн астăвăм кĕнекинче. Вĕсем пулăшнипе эпир хаяр йывăрлăха пăхмасăрах тăшмана çĕнтертĕмĕр. Çакна та каламалла, концлагерьсенче тĕрлĕ халăх нушаланнă, пинĕ-пинĕпе çын пĕтнĕ.

Польшăри Освенцим вилĕм лагерĕнче 2 млн çын пĕтнĕ. Начарланнă çынсене крематорий кăмакисенче е ытти меслетпе пĕтернĕ. Çапла, йывăр пулнă тыткăнрисен кун-çулĕ. Пирĕн çар тăшмана хăйĕн йăвине хăваланă май нумай лагерьсенчи çынсене ирĕке кăларнă. Майăн 9-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв тăшмана çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине паллă турĕ. Чăрăшкасси ял тăрăхĕнче те тивĕçлĕ кĕтсе илчĕç, палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Халăх нумай пухăннă, хăнасем те чыс турĕç. Тĕрлĕ мероприяти иртрĕ, концерт лартрĕç. Пухăннисем пурте кăмăллă юлчĕç. Унашкал вăрçă тавраш тек ан пултăрччĕ терĕç пурте пĕр шухăшлăн. Пирĕн ял тăрăхĕнче вăрçа хутшăннă пĕр çын та текех çук, тылра вăрçа çĕнтерме пулăшнă ватăсем çеç. Вăрçă ачисен çулĕсем те 70-80 çултан иртрĕç. Вăрçă вăхăтĕнче вĕсен самаях терт-нуша тÿсме тивнĕ, çапах та чăтнă, тĕрлĕ ĕçре тăрмашнă. Нумайăшĕн ашшĕсем киле çаврăнса килмен, вăрçă хирĕнчех выртса юлнă е суккăр-чăлах пулса таврăннă.

Манăн атте 1901 çулта çуралнă. Граждан вăрçинче пулеметчик пулса çапăçнă, нумай аманса нушаланнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче каллех пулеметчик пулса Мускавран Берлина çитнĕ. Нумай хутчен суранланнă. Çавна пула нумаях пурăнма тÿр килмерĕ унăн, 59 çул çеç. Гитлер еткерне пула унăн пурнăçĕ кĕске пулчĕ…

Çамрăк ăрăвăн иртнĕ хаяр вăрçа манмалла мар, çĕршыва юрăхлă патриот пулса çитĕнмелле, аслисене хисеплемелле, пулăшмалла.

ВАЛЕНТИН СИНЕЛЬНИКОВ, ЧĂРĂШКАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости