Чĕркуçленсе качча тухма ыйтаççĕ

«Хусан чăвашĕсен» куçĕ умĕнче мĕн кăна пулса иртмест-тĕр

Çак ушкăн хăйĕн юррисене итлеме, клипĕсене пăхса киленме кăмăллакансене Тутарстанран çĕнĕрен те çĕнĕ премьерăсемпе иртĕхтерет. Тăван чĕлхе Тăван çĕршывран аякра çĕрте чуна татах та çывăхрах иккен – хăйĕн ячĕпе мĕн чухлĕ çитĕнÿ тума хистет! Кама халаллать хăйĕн çĕнтерĕвĕсене ушкăнăн пултарулăх ертÿçи Алексей НАУМОВ, кам ăна купăс калама вĕрентнĕ – 15 çул çитнине халалланă пысăк концерта хатĕрленнĕ хушăра артиста çакăн пек ыйтусемпе кансĕрлерĕмĕр.

– Ача чухнехи Алюш… Хăйне мĕнле ас туса юлнă вăл?

Пĕтĕм ачалăх лашасен хушшинче иртрĕ. Сабантуйсенчи лаша ăмăртăвĕсене пĕр сиктермесĕр хутшăнаттăмăр. Улттăранах лашана утланса çÿренĕ. Урасем çитместчĕç, янавара карта патне çавăтса пыраттăм та ун çинчен хăпарса лараттăм. Атте конюх пулнă май лаша витинчи чи лăпкă ватă ăйăра уйăрса панăччĕ. Шкулта уроксем пĕтессе чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Манăн атте хăй тĕллĕн вĕреннĕ купăсçăччĕ. Вуннăрах тăлăха юлнипе пĕлĕвĕ те унăн виçĕ класлăскер кăна пулнă..

– Юрра-кĕвве туяс пултарулăх унран куçнă-и?

Атте маншăн тĕп вĕрентÿçĕ пулчĕ. Унра мĕн ырри пулнă – пĕтĕмпех мана юлнă. Пĕр тăвансем эпир пиллĕкĕн – мансăр пуçне пĕри те музыкăпа туслă мар.

Çапах та унпа профессионалла çывăхланасси мĕнрен пуçланчĕ?

Училищĕре вĕреннĕ чухнех рок-ушкăн пурччĕ манăн. Хамăрăн юрăсем пулман, анчах та çыртарса илнисемпе вырăнти фестивальсене хаваспах хутшăнаттăмăр. Эпĕ, хама рок-музыкант тесе шухăшлаканскер, шăп 90-мĕш çулсен вĕçĕнче Хусана пырса кĕтĕм. Эстрада ун чухне мĕнле шайра пулнине аса илтерме кирлĕ те мар пулĕ. Юрласси пулать-и, пулмасть-и – пурте хĕрсех касетăсем çыртаратчĕç. Хăйне рок-музыкант вырăнне хуракан çын априори ăна килĕштереймен, çывăха та яман. Çавăнпах çав касетăсене юлташсене те кăтартман эпĕ. Каярах Хусана килнĕ чăвашсем вырăна лартрĕç: «Эсĕ малтан хăв туса кăтарт, кайран тирке!». Куштан пулнă, пурте шаклапуçпа çÿренĕ вăл вăхăтра. Çапла «паллашрăмăр» юрă-кĕвĕ тĕнчине юратакан ытти чăвашпа. «Сувар» хаçат редакцийĕнче пулса иртрĕ ку тавлашу, унта ларнă чухнех хамшăн пачах кĕтмен çĕртен «Хавал» юрă çуралчĕ, унтан «Хурлăхан»… Ыттисем те.

Кашни юрăн хăйĕн историйĕ пур теççĕ. Эсир ушкăнпа пуçтарăнсан вĕсене аса илетĕр-и?

Институтра вĕреннĕ вăхăтрах çыртарнă «Кăлкан» юрă акă. Кунти чăвашсен курултайне кайсан пиртен тахăшĕ гагаузсен дискне илсе килнĕ. Итлерĕмĕр те – кĕвви те чĕлхи те чăвашсенне çывăх: пуçа кĕрсе юлчĕ. Пиллĕкмĕш курсра вĕренетĕп ун чухне. Эпир музыкăн тĕрлĕ енĕпе экспериментсем ирттереттĕмĕр: джаз та, рок та кăсăклантарнă. Çамрăк чухне вăй тапса кăна тăрать вĕт, пĕтĕмпех хамăр çинче тĕрĕслесе пăхма васканă. Патшалăх экзаменĕччен икĕ эрне кăна юлнăччĕ. Эпĕ чăваш-ха та – номере те чăвашлах хатĕрлеме хушрĕç. Халăх инструменчĕсемпе выляса памаллаччĕ. Анатолий Малышев сăвăç курултайран илсе килнĕ кĕвĕ валли сăвă сăмахĕсене çырса пачĕ. Тăмра, шăхлич… – тĕрĕк халăх инструменчĕсене пурне те тенĕ пек усă куртăмăр. Партитура çине вара çапла çырса хутăмăр: «Гагауз чăвашĕсен юрри – «Кăлкан». Кафедра заведующийĕ мухтаса пĕтереймест: «Вăт, Наумов, маттур! Уникальнăй материал шыраса тупнă эсĕ!» – тет. Коридорта вара профессор, вĕсемпе мана çав тери ăнчĕ, чăн-чăн çын турĕç, кăчăк туса чĕнчĕ те «хăлхаран пăрчĕ»: «Гагауз чăвашĕсем» тесе урăх нихăçан та ан каланă пултăр! Ăçтан шухăшласа тупнă эсĕ кăна!?» «Кăлкан» юрă вара халĕ те пирĕн репертуарта.

Гагауз чăвашĕсем пулмаççĕ, Хусан чăвашĕсем вара… Мĕншĕн çак ята илтĕр?

Ку ят пирĕн ушкăна институтăн юлашки курсĕсенче вĕреннĕ вăхăтрах çыпăçрĕ. Концертсемпе кÿршĕ районсене тухса çÿреттĕмĕр, çав шутра Чăваш республикине те çитнĕ. Ĕçлетпĕр, ĕçлетпĕр – ят çук. Сирĕн пата, Шупашкара, юрлама килсен курсанах: «Ооо! Хусан чăвашĕсем» çитрĕç», – теме пуçларĕç. Капла чĕнни хамăра та килĕшрĕ.

Шупашкарсăр пуçне тата сире ăçта хапăл?

Кăçал юбилейлă тĕп концерта хатĕрленнĕ май ытти çул çÿрев валли вăхăт юлмарĕ те. Тольятти, райцентрсем кĕтеççĕ пире. Тĕп тур Çĕнĕ çултан тин пуçланать. Ун чухне вара чăвашсем пурăнакан пур хулана та çитме палăртатпăр.

Юлашки вăхăтра диско-каçсем модăра. Юрăçсене ресторансенчи, кафесенчи уявсене йыхравласси те йăлана кĕчĕ. Эсир хăвăра ăçта лайăхрах туятăр: сцена çинче-и е унта-и? Чăваш юррисене кăмăллакансем укçаллă-и, ытларах ăçта канаççĕ?

«АVAN PARTY» пирки пуль-ха эсир. Эпир унăн Чăваш Енри «филиалне» хамăр патра та ĕçлеттерсе ятăмăр. «АVAN PARTY – Хусанта» ятлă вăл. Юлашки çак уйăхра иртрĕ. Черетлĕ юрă вăхăтĕнче пирĕн пĕр ентеш зал варрине тухрĕ те чĕркуçленсе хăйĕн савнă хĕрне качча тухма ыйтрĕ. Ку шоу текенсем питĕ йăнăшрĕç. Банкет, ресторан т. ыт те. – пирĕн формат мар. Хулăн енчĕклĕ чăвашсем вара «аванпатисене» хапăл тусах çÿреççĕ, вĕсем çынсен культура пурнăçне аталантарма питĕ кирлĕ. Вĕсенче янраттарма тивĕçлĕ юрăсем те сахал мар. «Хусан чăвашĕсен» кăна акă пĕр чарăнмасăр, темиçе хут çавăрттармасăр итлесен икĕ концерт йĕркелеме çителĕклĕ.

Чăвашрадиовĕн «Кайри мала» хит-парачĕ вара мĕн пирки калать-ха?

Унта та, наци радиовĕн рейтингĕнче те пирĕн юрăсем юлашки эрнесенче иккĕмĕш вырăнтан чакмарĕç. «Сивĕ чул», «Çеçкеленнĕ лили эс»… Вĕсене питĕ килĕштереççĕ.

Мĕне кура килĕштереççĕ тетĕр?

Хăйне евĕрлĕхшĕн. Кашни юрăн хăйĕн виçи пур. Тĕлĕнетĕр-и, çук-и – вĕсене «тăваткалпа» та, «ромбпа» та виçеççĕ. Юлашки виçе шăпах «Çеçкеленнĕ лили эсĕ» юрă валли. Унăн сăввисен авторĕ – Григорий Ромб. Стандартлă мар шухăшлав, произведени «фонтан» та мар – вырттăрах терĕм. Кĕввине çырнă та мансах кайнă. Каярах пăх-та – ĕçтешсем ăна валли аранжировка туса та хунă. Çук, намăс куратпăр тетĕп! Итлемерĕç. Халĕ вара вăл хит-парад тăрăх малалла кармашать кăна!

– Кампа тупăшатăр? Камран вĕренесшĕн? Сирĕн регионрах чăвашла юрлакан тепĕр ушкăн та пур-çке.

«Чĕкеç»-и? Пирĕн юрăсене шăрантаракан «Настроение» ушкăн – шутра мар, ăна тĕкĕнмĕпĕр. Унти пултаруллă чиперккесене хамăр суйларăмăр. Малтан асăннă пултарулăх коллективĕнче – хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ тĕрлĕ специальноç çыннисем, юрлама юратакансем, халăх юррисене баянпа ăста шăрантараççĕ, анчах та вĕсем профессионаллă юрăçсем мар. Çавăнпа та пире вĕсемпе танлаштарни кÿрентерет.

Чăваш халăх артистне Сергей Павлова пĕрле юрлама сĕнсе пысăк чыс турăмăр тетĕр эппин?

Тен, вăл пире чыс турĕ? Апла-и, капла-и – дуэта хутшăнма турткалашмасăр килĕшнĕшĕн ăна тав тумалла кăна. Унсăрăн «Пурнăç илемĕ» юрă çакăн пек чуна витермелле пулса тухаймĕччĕ.

– Унта пĕчĕк ача ишĕлнĕ çуртсем хушшинче хăйĕн ашшĕ-амăшне шыраса çÿрет. Сюжета ăçтан илтĕр?

Паянхи пурнăçран. Ку шухăшсем Украинăри, Сирири хирĕçтăрусем хыççăн çуралчĕç. Ним айăпсăр, пирĕшти чунĕллĕскерене асап кăтартма кам ирĕк панă? Терроризмăн кирек хăш енне те хирĕç пулнине çакăн пек майпа палăртас терĕмĕр.

– Эсир тутарла та юрлатăр.

Юрлама юрлатăп та, анчах та вĕсем чăвашла юрланă пек тасах, акцентсăр, илтĕнмеççĕ. Эксперимент валли кăна. Сăмах май, «Пурнăç илемĕ» юрра та тутар чĕлхинчен куçарнă.

Сергей Павловсăр пуçне Чăваш Енрен тата кампа туслă хутшăнса ĕçлетĕр?

Валерий Раштав сăввисем темиçе юрăлăх та пухăнчĕç. Турра шĕкĕр, Интернет уçлăхĕ пĕр шухăшлă çынсемпе талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те çыхăнма май парать!

Халăх юррисене паянхи пурнăçа çывăхлататăр, клипсене вара ĕлĕкхи евĕр сăрă тĕссемпе ÿкеретĕр. «Кукамипе кукаçи» тата «Мунча шăрши» пирки-ха эпĕ… Çакă сирĕн пултарулăхăрăн хăйне евĕрлĕхĕ-и?

Пире шăпах çак халăх юрри тăрăх лайăх пĕлеççĕ те. «Кукамипе кукаçи» – пирĕн визитка пулса тăчĕ. «Мунча шăрши» клипа вара эпир çакăн пек сăрă тĕссемпе кăна куратпăр. Ăна «пиçсе» çитме виçĕ çул кирлĕ пулчĕ. Аслă çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне халалланă пекех пулса тухрĕ – унăн умĕн çуралчĕ. Паян вара, клипри евĕр, арçынсем ялта пĕрене çине тухса лараççĕ те çак юрра тăсса яраççĕ. Юнлă вăрçа пиртен кашнин ашшĕ, аслашшĕ-кукашшĕ хутшăннă, çавăнпах ăна тăван халăх чунпа йышăнни кĕтменлĕх пулмарĕ.

Клипсем пирки сăмах пуçартăмăр пулсан… Анимацилли камăн шухăшĕ пулчĕ? Ас тăвасса, эсир ку енĕпе пĕрремĕш пултăр?

Çапла. Хусанта паллакан хĕр-тус Есения Алебано пурччĕ манăн, вăл хăтланса пăхрĕ. Эксперимент килĕшрĕ.

Итали пикисĕр пуçне тата ют çĕршыври пултаруллă çынсенчен кампа ĕçлесе пăхас кăмăл пур?

Ричи Блэкмор гитаристпа Ян Пейс параппанçа сцена çине илсе тухсан аванччĕ (кулать). Çук ĕнтĕ, шÿтлетĕп. Вĕсем ăçта та – эпир ăçта…

Шансон ТВпа «Обзор социальных сетей» телепередачăра социаллă сайтсене тишкернĕ мар Сергей Гергыч сирĕн страницăна тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ. Ун шучĕпе, «паблике» çакăн пек ертсе пымалла та. Чăн та, сирĕн страницăна питĕн нумай хÿхĕм пике сăнĕ хитрелетет. Сирĕн пултарулăхăрпа кăсăкланакан пикесем ятсăр пÿрне çинчи ылтăн çĕрре те ăмсанса сăнаççĕ. Мăшăрăр сирĕн ĕçĕрпе кăмăллă-и?

Вăл юрлама, чун ыйтнă ĕçпе аппаланма кансĕрлемест, пулăшать, манăн тăрăшулăха хисеплет – ку чи пĕлтерĕшли.

Якурккелте Михаил Архангел ячĕпе пысăк чиркÿ çĕклеме пуçланă. Унăн строительствипе чĕрĕ кăсăкланнине кура сирĕн пирки турра ĕненекен çын теме май пур. Сцена çине тухас умĕн хĕрес хыватăр-и?

Пĕлетĕр-и, çакăн пирки нихăçан та шухăшламан, асăрхаман та. Турра вара яланах асăнатăп. Ăна ĕненни кашнин чунĕнче, çакна кăтартма чиркĕве çула такăрлатни пĕлтерĕшлех те мар.

Чăваш журналисчĕ Олег Прокопьев «Хусан чăвашĕсем» пирки «камсем эпир!» тесе кăкăр çапсах калакансем, чăвашсене çÿлтен аякран пăхса хак паракансем тенĕччĕ. Эппин, мĕнлерех хак паратăр паянхи чăваш эстрадине, кÿршĕ республикăри ĕçтешĕрсен ÿсĕмне?

Хăй чăваш пулнинчен вăтанакана эпĕ нихăçан та ăнланман, хисеплемен те. Чăваш эстради паян, килĕшмелле, пысăк утăм турĕ, çĕнĕ ятсене уçрĕ. Çав вăхăтрах ăна тиркенине те час-часах илтме тивет. Халăх çакăн пек юрăсене ыйтать-тăк, концертсене çÿрет-тĕк – юрăçсем, паллах, чи малтан вĕсен кăмăлне тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ, эппин, халăха шăпах çакăн пеккисем кирлĕ. Куншăн кама ÿпкелемелле?

– Уçă калаçушăн пысăк тав.

– Шупашкарти концертра тĕл пуличчен!

Виктория Вышинская

Досье

Алексей Исаевич Наумов

Çуралнă: 1979 çулхи августăн 8-мĕшĕ, Нурлат районĕ (Тутар республики) Якурккел ялĕ,

Вĕреннĕ: Якурккел шкулĕ, Елабугăри культура училищи, Хусанти культура университечĕ çумĕнчи наци искусствисен институчĕ,

Юратнă апат: салма яшки, кăмакари кукăль,

Цитата «Хавхалану кахаллисем патне килмест»,

Гороскоппа: Арăслан

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости