«Чĕрĕ уроксем» проект анлăланать

Ĕнер тата паян Шупашкарта эскурсипе вĕрентÿ туризмне аталантарас енĕпе регионсен хушшинчи «Чĕрĕ уроксем» конференци иртет. Унта туроператорсемпе вĕрентÿ учрежденийĕсен хушшинчи çыхăнăва йĕркелес ыйтăва пăхса тухаççĕ, шалти тата тĕрлĕ çĕре çитсе курмалли туризма аталантарас енĕпе стратегиллĕ çул-йĕре тишкереççĕ. Çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ памашкăн, ачасен пĕлĕвне ÿстермешкĕн, вĕсемпе музейсенче ĕçленĕ чухне мĕнле майсемпе усă курмалла?

Вырăнти çут çанталăк, культурăпа истори, наци хăйне евĕрлĕхĕсене шута илмелле. Çаксене вĕрентÿ тата професси пĕлĕвĕн программине кĕртес тесен влаç органĕсен, шкулсен тата туроператорсен пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелле – çакă конференцин тĕп тĕллевĕ.

Раççейри турист фирмисен представителĕсем Чăваш Енре тĕрлĕ çĕре çитĕç, çавăн пекех Шупашкар районне те, «Волжанка», «Солнечный берег» санаторисене, «Заимка» кану базине курма планланă. «Заимкăна» туроператорсем унта джигитовка меслечĕсене ăша хывнă самантра лекнĕ, юлан утпа çÿреме вĕрентнине курнă. Хăнасем гостиницăна, трактира, мунчана пăхса çаврăннă.

«Эпир тĕрлĕ напиток тунинчен тĕлĕнчĕç, тутанса пăхма та илсе кайрĕç. Меню та интереслĕ пулчĕ вĕсемшĕн. Пирĕн прайссене, буклетсене илсе кайрĕç – кирлĕ пулать терĕç», – каласа пачĕ кану базин администраторĕ Анастасия Чистякова.

Конференцин пленарлă ларăвне районтан та делегаци хутшăннă.

Ирина УДАЛОВА, «Бичурин тата хальхи самана» музей директорĕ:

– Туроператорсемпе вĕрентÿ учрежденийĕсем тачă çыхăнса ĕçлессинче эпир, музей ĕçченĕсем, вĕсен хушшинчи хăйне евĕрлĕ звено пулса тăратпăр, çакăнпа усă курма пулăшатпăр. Пĕтĕмĕшле, конференци çÿллĕ шайра иртет. Пурĕ 18 регионтан хăнасем килнĕ, Китай республикинчи туроператорсем те пур. Вĕсем ĕнер пирĕн музейре пулчĕç. Паян эпир музея презентацилетпĕр, уçă уроксем ирттермешкĕн мĕнле майсем пуррине каласа паратпăр. Ас тăватăр пулĕ, «Чĕрĕ уроксем» федераци проектне Чăваш Республики те кĕнĕччĕ. Вĕрентÿ программипе шкул ачисем тĕрлĕ çĕре çитсе курма пултарĕç. Асăннă килĕшĕве паян тата 5 регион алă пусрĕ: Буряти, Мари Эл, Пермь крайĕ, Астрахань тата Киров облаçĕ. Унпа килĕшÿллĕн Шупашкар районĕнчи ачасем ытти регионти паллă тата историллĕ вырăнсене кайса курĕç.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости