Чÿречерен курăнакан кÿршĕ ял

Кăçал çĕршывра кино çулталăкĕ иртет, çавна май ĕлĕкрех ялти клубсенче эрнере 2-3 хут кино кăтартни аса килет. Çĕньял-Покровскинче 50-мĕш çулсенче киномеханикра Павел Ермаков ĕçлерĕ. Унăн чиперкке арăмĕ билет сутатчĕ. Ермаковсем киле Етĕрнекассине çÿретчĕç. Етĕрнекасси тенĕрен, çак ял çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрас килет. Чÿречерен курăнакан чи çывăх ял вăл. Колхозсем пулнă чухне ячĕсем те пĕр пекрехчĕ – «За коммунизм» тата «Заря коммунизма».

Кашни ялăн хăйĕн тавралăхĕ. Пирĕн Çĕньял-Покровски, сăмахран, Ункă хĕррине майĕпен анса пыракан сăртлă вырăн тайлăкĕнче вырнаçнă. Çавăнпа ирхи хĕвел тури уй хапхи тĕлĕнче çĕкленсе чи малтан Ункă леш енчи сарлака уйсене çутатать. Çав уйсем Етĕрне çулĕпе пĕрлешиччен тăвалла хăпарса пыраççĕ. Горизонтра, пирĕн яла хирĕçле, Шарпаш ялĕн пÿрт тăррисем палăраççĕ. Июнь уйăхĕнче хĕвел Шарпаш хыçне анать, ытти чухне – кăнтăр-хĕвеланăçĕнче вырнаçнă Етĕрнекасси çумĕнчи вăрман хыçне. Халĕ ял тавра капмар коттеджсем ÿссе ларчĕç. Кăнтăрта, Ишлей еннелле – уçă та илемлĕ вырăн, питĕ аякра – Хурамакасси, Олкаш, Шайкилт ялĕсем курăнаççĕ, уяр çанталăкра – Муркаш районĕнчи Шурча та.

Етĕрнекасси пирĕн ялăн Тури арман улăхĕпе тĕлме тĕл пĕр 4 çухрăмри тÿпемре ларать. 50 çул каялла икĕ шыв юппинчи лаптак чулсем урлă сиксе каçса Етĕрнекасси витĕр Хăраути пуххине çÿреттĕмĕр. Ĕлĕк арман тĕлĕнчи кĕперпе унталли ялсене лашапа çÿренĕ. Вăрçă хыççăн та кĕпер свайисем чылайччен ларчĕç. 1973 çулта пысăк плотина тăвиччен етĕрнекассисем Ишлей станцине поезд çине çитме пирĕн ял витĕр те тухатчĕç – тÿррĕн утма çул пурччĕ.

1936-1938 çулсенче çуралнă Етĕрнекассипе Шарпаш ачисем 5-7-мĕш классене вĕренме Çĕньял-Покровскине çÿренĕ. Етĕрнекасси Ишлей ял советне кĕме тытăнсан ачасем те Ишлейре вĕренме пуçланă. 8-10-мĕш классенче эпĕ Етĕрнекассинчи Михаил Трифоновпа тата Кронид Охтяровпа вĕрентĕм. Вĕсем 3 çул пирĕн хыçри парта хушшинче ларчĕç. Çак ялтанах Селедкин, Лебедев, Волков, Изыков хушаматлă ачасем вĕреннине ас тăватăп. 5-мĕш класри Таня Мижеевăна эпĕ шефа та илнĕччĕ.

Сăмах май, Кронид Охтяровăн аслă пиччĕшĕ Герман Степанович çав çулсенче Çĕньял-Покровски лавккинче сутуçăра ĕçлерĕ. Ял халăхĕ ăна хисеплетчĕ. Михаил Трифоновăн пиччĕшĕ Геннадий Федорович – геологипе минералоги наукисен кандидачĕ, философи наукисен докторĕ, профессор пулса тăчĕ.

Ялан куç умĕнчи кÿршĕ ял – пирĕн пурнăçăн ырă пайĕ. Вăл аса илÿсене пуянлатать, çынсен хушшинчи çыхăнусене хаклама пулăшать.

ТАМАРА ВЕРЕНДЕЕВА, ÇĔНЬЯЛ-ПОКРОВСКИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости