Чÿрече тарлать, пăрланать

Пластик чÿрече ларттартăмăр та халĕ ÿкĕнетпĕр. Пĕр хĕл каçма ĕлкĕреймерĕмĕр – тарлама пуçларĕç, чÿрече янаххи хашакĕнчен уйрăлсах пырать. Хушăкран сивĕ кĕрет, пĕлтĕр шартлама хĕлле пулчĕ те шăнсах ларчĕ. Килĕшÿре кăтартнă гаранти вăхăчĕ – 3 çул. Вăл иртмен-ха. Юрăхсăра тухнă чÿречене камăн шучĕпе юсамалла?

Алевтина Исаковна, Çĕньял

Наталия ПЕТРОВА, Роспотребнадзорăн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕн специалисчĕ:

– «Потребитель прависене хÿтĕлесси çинчен» Федераци законĕн 5-мĕш статйин 6-мĕш пункчĕ тавар сутакана, пулăшу сĕнекене таварта е ĕçре кăлтăксене асăрхасан законăн 18 тата 29-мĕш статйисемпе килĕшÿллĕн потребитель ыйтнине гаранти вăхăчĕ иртиччен тăхтамасăр пурнăçлама хушать.

Акă 29-мĕш статьяна илер: вăл потребителе çитменлĕхе тÿлевсĕр тÿрлеттерме, е ĕç хакне йÿнеттерме, е кăлтăксене пĕтерессипе çыхăннă тăкаксене саплаштарттарма ирĕк парать.

Çав вăхăтрах потребитель ыйтнине тÿлевсĕр пурнăçлани, ĕçе тепĕр хут тума тивни ăна вĕçлемелли вăхăта пăснипе çыхăннă яваплăхран та хăтармасть. Кун пек чухне «неустойка» шыраса илеççĕ. Потребитель тÿрĕ кăмăллă мар сутуçăпа килĕшĕве татса пĕтĕм сăтăра саплаштарма ыйтса та йăнăшмасть – суд ун енче пулĕ. Ĕç пахалăхĕ тивĕçтерменнине пула сиксе тухнă чăрмавсемшĕн вара тăкаксене пĕтĕмпех шыраса илĕ.

Туянакана килĕшÿре пăхнă пахалăхлă таварпа тивĕçтермелли пирки çĕршыв правительстви çирĕплетнĕ РФ Халăха йăла пулăшăвĕ кÿрессин правилисен 8-мĕш пунктĕнче каланă. «Потребитель прависене хÿтĕлесси çинчен» законăн 13-мĕш стайипе килĕшÿллĕн, суд туянакан ыйтнине пурнăçланипе пĕрлех тепĕр енрен вăл çакна хăй ирĕкĕпе пурнăçламаншăн туянакан валли палăртнă виçерен 50% чухлĕ штраф та шыраса илме пултарать. Потребитель прависене хÿтĕлеме кун пек тĕслĕхсенче Роспотребнадзорăн Çĕнĕ Шупашкарта вырнаçнă уйрăмĕн специалисчĕсене е общество организацийĕсен представителĕсене явăçтараççĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости