Шавларăн тăк – штраф тÿле

Эпир нумай хваттерлĕ çуртра пурăнатпăр. Кÿршĕсем час-часах эрех-сăрапа айкашаççĕ. Вĕсем çĕрле те ĕçкĕ-çикĕ пухнине пула йĕркеллĕ канаймастпăр. Полици нарядне те пĕрре кăна мар йыхравланă, анчах кăлăхах. Пирĕн мĕн тумалла-ши? Вĕсем мĕнле те пулин яваплăх тытма пултараççĕ-и?

Алена ПЫРКИНА, Кÿкеç

Анатолий ИВАНОВ, Шупашкар район прокурорĕн çумĕ:

– Шавлă кÿршĕсене административлă явап тыттарма пулать. Чăваш Республикин административлă йĕркене пăсни çинчен калакан законĕпе (2013 çулхи июльĕн 30-мĕшĕ, 36-мĕш номер) тĕрлĕ айăплав палăртнă. 23-7 сехетсенче (канмалли тата ĕçлемен уяв кунĕсенче 22-8 сехетсенче) тĕрлĕ меслетпе – калăпăр, магнитофона, телевизора кĕрлеттернипе, хыттăн юрланипе тата ыттипе те – çынсен шăплăхне пăссан – енчен те шăплăха пăсни тĕрлĕ аварие, чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтермеллипе, патшалăх органĕсем ирĕк панипе пулакан культурăпа массăллă мероприятисем ирттернипе çыхăнман тăк – штраф пама пултараççĕ: граждансене – 500-1000; должноçри çынсене – 1000-1500; юридици сăпачĕсене 10000-рен 30000 тенкĕ таран.

Нумай хваттерлĕ çуртсенче 21-23 сехетсенче строительство, юсав, монтаж ĕçĕсем пурнăçласан штраф виçи çапла пулать: граждансене 100-500; должноçри çынсене – 1000-1500; юридици сăпачĕсене 2000-рен пуçласа 5000 тенкĕ таран.

Çынсен шăплăхне хытă юрлакан хатĕрсемпе, çавăн пекех транспортра, балконра, чÿрече янаххи çинче, усă курсан та штраф тÿлеме тивет. Законпа граждансене 500-1000; должноçри çынсене – 1000-1500; юридици сăпачĕсен 2000-рен 5000 тенкĕ таран.

Енчен те çак енĕпе йĕркене темиçе хутчен те пăссан штраф виçи пысăкланать: çынсене 1000-3000; должноçри çынсене 3000-10000; юридици сăпачĕсене 5000-рен пуçласа 15000 тенкĕ таран. Енчен те эсир кÿршĕрсем çине çăхав парасшăн пулсан полицин участковăйне е полицин вырăнти уйрăмне кайса заявлени çырмалла.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости