Шак! шаккать кантăкран почтальон

Кунран-кун Шемшер ял тăрăхĕнче пурăнакансем патне хаçат-журнал çитерме васкать почтальонра тимлекен Елена Васильева. Çав шутра – район хаçатне те. Кунне миçе çухрăма хыçа хăварма тивмест-ши унăн! Ялти çынсем хаçат-журнала вăхăтра алла илсе хăйсене кăсăклантаракан хыпар-хăнарпа паллашчăр тесе сахал мар вăй пĕтерме тивет.

Лакăр ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шорчекассинче пурăнакан Елена Григорьевна 33 çул çыхăну уйрăмĕнче тимлет. Ку – сахал вăхăт мар. Çил-тăман-и, çумăр çăвать-и е хĕвел хĕртсе пăхать – хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать почтальон, 1984 çултанпа пĕр улшăнмасăр çак ĕçре. Çырăнтару тапхăрĕнче килĕрен «Атьăр, хаçат çырăнатпăр!» тесе шаккаканскер кашни çын мĕнле хаçат-журнал кăмăлланине те пĕлсе çитнĕ.

Почтальон сумки яланах тулли – унта хаçат-журнал, çырусем вырăн тупнă. Сутлăх тавара те пĕрлех илсе çÿреме тивет. Почтăра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн, инçе çула çÿреме çăмăлтарах пултăр тесе велосипед та панă. Анчах та «тимĕр» юлташне утланасшăнах мар Елена Васильева. «Унпа хушăран кăна çÿрекелетĕп, йывăртарах пек туйăнать», – тет вăл велосипедпа туслашсах кайманнине пытармасăр. Кунне çуран 10 çухрăма яхăн парăнтарать вăл, май пур чухне тепĕр яла çитес тесе автобус çине лекме тăрăшать.

Елена Григорьевна таврари 5 ялта (вĕсене 2 участока пайланă) пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерсе тăрать. Пĕр кун пĕр участока, тепĕр кун теприне васкать вăл. Ирхи 8 сехетре хаçат-журнала, çырусене сумкине чикет те – тухса утать вара ялсене. 2010 çултанпа 2 почтальон тумалли ĕçе пĕччен пурнăçласа пырать. Йывăр вăхăтсенче, вырăнти почта уйрăмĕ хупăннă чухне, хаçат-журнала Кÿкеçри почта уйрăмĕнчен кайса илни те сахал мар пулнă. Çулталăк çапла нушаланнă вăл, çапах та йывăрлăхсене парăнман, ĕçне пăрахман.

Çырăнтару вăхăчĕ почтальоншăн уйрăмах хĕрÿ, ялта пурăнакансене хаçата вăхăтра çырăнасси çинчен аса илтерсех тăмалла. Эпир унпа тĕл пулса калаçнă май район хаçатне çырăнтарас ĕç епле пынипе кăсăклантăмăр. Кăçалхи кăтарту пĕлтĕрхипе танлашасси пирки эпир иккĕленместпĕр. Елена Васильева пенси çулне çывхарнă пулин те, сывлăх çирĕп чухне почтальонра тимлес, вулакансене хăйсем кăмăлланă хаçат-журналпа тивĕçтерес шухăшне улăштармастех.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости