Шанăçа тÿрре кăларĕ-и?

Ишлейре çĕнĕ управляющи компани ĕçе тытăнчĕ

Эрне пуçламăшĕнче райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров ĕçлĕ çул çÿревпе «Ишлейское» ЖКХ МУП-ра пулса курчĕ, унăн ертÿçипе Сергей Лукинпа тата Ишлей ял тăрăх пуçлăхĕпе Евгений Субботинпа тĕл пулса калаçрĕ. Вĕсем управляющи компани ĕçĕ-хĕлĕпе паллашса малашнехи тĕллевсене палăртрĕç.

Асăннă управляющи компани хăйĕн ĕçне нумай пулмасть пурнăçлама тытăннă – Ишлейри 16 нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăма пĕлтĕр декабрь уйăхĕнче лицензи илнĕ. Маларах çак тивĕçе «Уют» компани пурнăçланă.

Георгий Иванович управляющи компанин администраци çурчĕпе паллашнă май Сергей Николаевичран паянхи лару-тăру çинчен ыйтса пĕлчĕ. «Виçĕ участок йĕркеленнĕ – ăшăпа тивĕçтерекенни, жилфонд, шывпа тивĕçтермелли тата юхтарса кăлармалли», – пĕлтерчĕ управляющи компани директорĕ.

Пухăннисем кашни участок ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă йывăрлăха сÿтсе яврĕç, вăл е ку лару-тăруран тухмалли çул-йĕре шырарĕç, тăхтаса тăмасăр пурнăçламалли ĕç-хĕле палăртрĕç. «Юхтарса, тасатса кăларакан тытăм енĕпе лару-тăру еплерех?» – кăсăкланчĕ Георгий Иванович. «Салара çакăн пек 3 тытăмран пысăк вольтлă аппаратурăсен заводĕнчи кăна ĕçлет», – пĕлтерчĕ Сергей Николаевич. «Вĕсене хута яма мĕн чăрмантарать?» – калаçăва малалла тăсрĕ райадминистраци пуçлăхĕ. «Аэраторсем, электродвигатель, сывлăш вĕртермелли хатĕрсем кирлĕ, унта-кунта пăрăхсене ылмаштармалла, çутă илсе пымалла, юшкăн пуçтарăнакан шăтăксене тасатмалла», – мĕнле ĕçсем пурнăçламаллине пÿрне хуçлатса шутлама тытăнчĕç Сергей Николаевичпа Евгений Николаевич.

Пĕтĕм ыйтăва сÿтсе явнă хыççăн пухăннисем çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне пырса тухрĕç: çын пурнăçлама пултарайман ĕç çук. Йывăрлăхсене пăхмасăрах вĕсене пурнăçламаллине йышăнчĕç пуçлăхсем. «Çĕнĕ управляющи компани килнĕренпе салари çынсен пурнăçĕ хăтлăрах пуласса шанатăп», – тĕл пулăва пĕтĕмлетрĕ райадминистраци пуçлăхĕ.

Ишлейри çĕнĕ управляющи компани салара пурăнакансен умĕнче хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлас шанăç çук мар. Çакна унăн паянах хăйĕн ĕçĕпе ĕнентерме май пур.

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости