Шанăç паракан

Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçленĕ май темĕнле йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынпа та тĕл пулма пÿрчĕ. Этем хуйхине, пурлăхĕ пушара пула çĕрпе танлашнă-и, ывăл-хĕрĕ йывăр суранланнă-и, килти выльăх сарăмсăр вилсе кайнă-и, илтмешкĕн çав тери йывăр. Кун пеккисене тем пек алă тăсса парас килет, анчах… Ахаль çын кăна мар, вырăнти влаç органĕ те темиçе пин тенкĕлĕх кăна пулăшаять вĕсене. Кун пек лару-тăрура синкер хакне саплаштармалли чи шанчăклă меслет – çурт-йĕре, пурлăха, сывлăха страхлани.

Шăпах çынсен умне ÿкес умĕн улăм «сарса хурать» те Зинаида Николаева страхлакан агент. «Росгосстрах» СК ПАО-ра вăл 13 çул ĕçлет. Çак вăхăтра клиентсен йышне 2-3 хутчен пысăклатнă. Унăн вĕсем Хĕрлĕçырта, Çĕньялта, Çырмапуçĕнче, Чăрăшкассинче, Карантайра, Алькешре ытларах иккен. Пысăклатма кăна мар, хăйĕн ĕçне чунтанах юратса пăрахма та ĕлкĕрнĕ вăл. «Пурнăçри хамăн вырăна тупрăм», – тет тулли кăмăлпа ĕнерхи бухгалтер. Çавăнтах ĕç интереслĕ пулнине палăртса хăварать: пĕр вырăнта кăна лармалли мар, çынсемпе хутшăнмалли те. Клиентсем патне çитес тесе кунне 10-15 км çуран утма тивет унăн. Çакă сывлăхне самай çирĕплетнине асăнать вăл. «Пыр ыратнине ас тумастăп», – палăртать Зинаида хăйĕн ĕçĕн уссине.

Вăл клиентсене мĕнле тупать тетĕр-и? Страхлакан агент шухăшĕпе, кунашкал шыравра нимĕнле йывăрлăх та çук, чи кирли – çынсемпе калаçма, вĕсене итлеме пĕлни. Юлашки çулсенче куçман пурлăха, хапăрлăха, ачасен сывлăхне страхлакансем йышланса пыраççĕ, урăхла каласан хамăршăн, кил-çуртшăн хамăрах яваплине çынсем ăнланаççĕ. Тĕрĕс, кайран чавсана çыртма хăтланасшăн мар вĕсем! Зинаида страхлакан компанири пĕтĕм программăпа ĕçлет – кил-çурта, пурлăха, выльăх-чĕрлĕхе, сывлăха, транспорта страхлать.

Агентăн тивĕçĕ страхласси кăна мар, инкек сиксе тухсан клиента сиене тавăрса пама пулăшасси те. Зинаида Николаева вăй хунă çулсенче вара, телее, пысăк çухату тÿснисем пулман. Темиçе тĕслĕхе кăна аса илчĕ, шар курнă сиене пуринче те саплаштарнă. Кунашкал лару-тăрура çынсен ăшă-ăшă сăмахĕсене те илтме тÿр килет, çакă вара страхлакан агента тата та тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать. Зинаида ыранхи куна пысăк ĕмĕтпе тинкерет – клиентсен йышне ÿстерсе пырасшăн. Çакна тума ăна страхованипе çыхăннă пĕтĕм йĕркене пĕлсе тăни лайăх пулăшать. «Çĕнĕ программăсене, çĕнĕлĕхсене 3-4 хутчен те вуласа тухатăп, çынсем кирек мĕнле ыйту парсан та хурав пама хатĕр тăратăп. Плана тултарма тăрăшатăп», – яваплăха туйнине палăртать вăл калаçса ларнă май.

Чылай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакан ĕçчене пуçлăхсем те асăрханă. Кăçал Зинаида страховани компанийĕ йĕркеленĕ «Лига лучших» йыша кĕнĕ, компани аталанăвне тÿпе хывнăшăн ăна Хисеп грамотипе наградăланă.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости