Шкул ачи, асăрхануллă пул!

Кĕçех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланĕ те çĕр-çĕр ача шкула кайĕ. Вĕренÿ тапхăрĕнче ачасен сыхăлăхне чылай ÿстерме тивет. Çавăнпах ĕнтĕ çулсеренех республикăра «Внимание, дети!» профилактика мероприятийĕ иртет.

Кăçал августăн 22-мĕшĕнче пуçланнă акци сентябрĕн 11-мĕшĕччен тăсăлĕ. Акци вăхăтĕнче çул-йĕр инспекторĕсем вĕрентÿ учрежденийĕсем патне пыракан çулсене, паллăсене, светофорсене тата ытти пĕлтерĕшлĕ саманта тĕрĕслĕç, çулсем çинчи хăрушсăрлăх темипе шкулсенче уроксем ирттерĕç.

Çул çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районта çул çитмен çамрăксем йĕркене пăснă пĕр тĕслĕхе регистрациленĕ. Мăн Чăкăр ялĕнче 15 çулти яша тытса чарнă – ирĕк тата документ çук çĕртех мопедпа çÿренĕ-мĕн. Куншăн ашшĕ-амăшне явап тыттарма тивнĕ.

Чăваш Республикинче кăçалхи 7 уйăхра 16 çула çитменнисем хутшăннипе пулнă 101 аварие регистрациленĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости