Шкул, сывă юл!

Майăн 24-мĕшĕнче Толик Хураски шкулне вĕренсе пĕтерекен вунă ачашăн та пĕтĕм çĕршыври ытти вунпĕрмĕшсем валли пекех, юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Шкул форми тăхăннă, умне шурă саппун çакнă хĕрсемпе галстуклă каччăсем çак кун нихçанхинчен хÿхĕм курăнчĕç.

Кăçал Шупашкар районĕнче 150 ача 11-мĕш класс вĕренсе пĕтерет, 488-шĕ – 9-мĕшне. «Эпир сирĕнпе сыв пуллашмастпăр, тепре тĕл пуличчен тетпĕр», – терĕ шкул директорĕ Валентина Пилюгина. Ачасене экзаменсене лайăх паллăсемпе тытса аслă вĕрентÿ заведенийĕнче пĕлĕве тăсма малашнехи пурнăçра ăнăçу сунчĕ. Юлашки шăнкăрав кунĕпе çыхăннă салам сăмахĕсем çумне райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев та хутшăнчĕ, ачасене малашнехи пурнăçра такăр çул сунчĕ. Вĕрентÿ ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелес тĕллевпе шкулсенчи инфраструктурăна лайăхлатма куллен пурнăçлакан ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ вăл. «Кăçал 2 спортзал юсанă, 5 шкулта хутса ăшăнакан санитарипе техника пÿлĕмĕсене йĕркеленĕ, икĕ шкулти хутса ăшăтмалли тытăма юсаса çĕнетнĕ, блоклă-модульлĕ пĕр котельнăй тунă», – терĕ вăл.

Çак кун 11-мĕш класс ачисем вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне чĕрене пырса тивекен сăмахсем каласа хăйсене пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн, пĕлÿ панăшăн тав туса чечексем парнелерĕç. Юлашки хут шкул линейкине хутшăнса пултарулăхĕпе те савăнтарчĕç вĕсем.

Хумхануллă самантсем Дима Тимофеев пĕрремĕш класра вĕренекен Маша Кирилловăна хул пуççийĕ çине лартса юлашки шăнкăрава янăраттарнипе тăсăлчĕç. Каччă программист профессине алла илесшĕн. Вырăс чĕлхипе математикăсăр пуçне экзамен валли физика тата обществознани предмечĕсене суйласа илнĕ вăл. Пур предмета та «5» паллăпа вĕренсе пĕтернĕ Анжела Соколова хальлĕхе патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсенче физика, хими предмечĕсемпе пĕлĕвне тĕрĕслĕ. Нефтьпе газ производствипе çыхăннă сферăна çул тытас шухăш пурри пирки пĕлтерчĕ хĕр.

«Ылтăн ман ачасем», – тет 11-мĕш класс ертÿçи Нелли Романова. – Çак кун патне эпир 11 çул утрăмăр. Ачасене тивĕçлĕ воспитани парас тесе сахал мар вăй хутăмăр. Çавăнпа вĕсенчен лайăх çынсем пуласса эпĕ иккĕленместĕп». Шкул умĕнче юлашки хут тăракан ачасен ашшĕ-амăшĕ çак кун пуринчен ытла пăлханчĕ пуль. Акă Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Юрий Иванов ывăлне Алексее курма пĕтĕм çемйипех килнĕ, хумханăва пĕрле пайларĕç вĕсем. 9-мĕш класс ачисем те хул пуççи урлă «Выпускник-2017» кăвак хăйăва çакнăччĕ.

Умра – хумхануллă тепĕр тапхăр: йывăр экзаменсем тата пĕлĕве тăсма тивĕçлĕ вĕрентÿ учрежденине суйласси.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости