«Шуйттан лампине» йышăнасшăн пулман

Энергетиксем декабрĕн 22-мĕшĕнче професси уявне паллă тăваççĕ

XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Чăваш Енре анлă усă куракан пĕр электростанци те пулман, хресченсем килĕсенче хăю çунтарса пурăннă. Историрен Чăваш Енре энергетика 1917 çултан тытăнса аталанма тытăнни паллă. Шупашкарта çак енпе коммуналлă хуçалăх уйрăмĕ тимленĕ. Чи малтанах электричество патшалăх учрежденийĕсемпе хула урамĕсене пырса кĕнĕ. Çав вăхăтран тытăнса Чăваш Енре электричество кĕртес ĕç майĕпен аталаннă.

Çитмен вырăн хăварман

1956-1968 çулсенче Чăваш Енри ялсене электричество çитерес тĕлĕшпе тăрăшулăх кăтартнă çынсенчен пĕрин – Туçикассинче пурăнакан 83 çулти Николай Никитинăн – аса илмелли чылаях. Вăл, Куславкка районĕнче çуралса ÿснĕскер, вырăнти тулли мар шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти электроаппарат заводĕнче малтан токарь пулăшуçинче, кайран токарьте тимленĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах каçхи шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ. Салтак атти тăхăнса службăра тăнă вăхăтрах энергетика ĕçне хăнăхнă. Хĕсметрен таврăнсан нумай шухăшласа тăман, Чăваш Ен ялĕсене электричествопа тивĕçтерекенсен ретне тăнă. «Чăвашра çитмен вырăн та çук пуль, командировкăсене нумай çÿренĕ хăй вăхăтĕнче, кашни килте çутă пултăр тесе тăрăшнă», – каласа парать пысăк опытлă энергетик.

Хăраса йышăннă

Хăю çунтарса, краççын лампăсем çутса пурăннă ял çыннисем пурте электричествона хапăл тусах йышăннă-ши? Çак ыйту кăсăклантарчĕ. «Пĕрисем çутă туса панăшăн «Ура!» тесе йăтнине ас тăватăп. Теприсем çак пулăмсене шанмасăр, хăраса йышăнчĕç, «шуйттан япали» тесе калатчĕç. Çынсене ÿкĕтле-ÿкĕтле çутă кĕртсе параттăмăр», – сÿтет аса илÿ çăмхине Николай Андреевич. Дизель двигателĕпе ĕçлекен электростанцирен линисем туртса выльăх-чĕрлĕх фермисене, ялсене электричество илсе çитернине, кашни киле пĕрер лампа лартса панине лайăх ас тăвать вăл.

Дисциплинăна пăхăнни кирлĕ

Энергетиксен ĕçĕ çирĕп дисциплина ыйтать, эрех-сăрапа алхасакан çын электричествопа пĕр чĕлхе тупаймĕ. Пĕрмаях командировкăсенче, хăтсăр условисенче пурăнмалли ĕç пуриншĕн те шăл çемми пулман. Тÿсĕмлĕ, çирĕп çынсем кăна чăтма пултарнă. «Командировкăсенче çынсен патĕнче хваттерте пурăнаттăмăр, тÿшек-минтер пичĕсене улăм тултарса çывăраттăмăр», – иртнĕ вăхăта куç умне кăларать пысăк опытлă энергетик. Çухрăм хыççăн çухрăм хыçа хăварса çитес вырăна çуран çитни те, командировкăра пулнă чухне çемьерен аякра пурăнни те – вун-вун çул каялла пулса иртнĕ пулин те, паянхи пекех Николай Андреевичăн куçĕ умĕнче.

1968 çулта Чăваш Енре ялсене электрофикацилес ĕç вĕçленсен вăл пĕр хушă мелиораци енĕпе ĕçлекен предприятинче вăй хурать, унтан Ленин ячĕллĕ СХПК-колхозра энергетикра тимлеме тытăнать. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Николай Андреевича Ĕç ветеранĕ ята параççĕ.

Паян пирĕн пурнăçра электричество пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Николай Никитин пек специалистсен тăрăшулăхне пулах кашни килĕрен электричество лампи çунать, организацисемпе предприятисем производство вăй-хăватне ÿстереççĕ, çĕршыв аталанать…

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости