Шупашкартан – Ĕренпур тăрăхне

Июлĕн 2-мĕшĕнче Чăваш çамрăкĕсен «Сувар» пĕрлешĕвĕн хисеплĕ элтеперĕ Олег Цыпленков ертсе пыракан 47 хĕрпе каччăран тăракан ушкăн черетлĕ 28-мĕш чун çÿревне тухрĕ.

Хастарсен йышĕнче – Хусанти Евгений Турхан çыравçă, Чаканарти Николай Фомиряков таврапĕлÿçĕ мăшăрĕпе Иринăпа, ЧР вĕрентĕвĕн Хисеплĕ ĕç­ченĕ Галина Николаева, Светлана Мерчен юрăç, Дима Куруленко флейтист … 47 чун çÿревçĕрен 8-шĕ Шупашкар районĕнчен пулчĕç: маларах асăннă Фомиряковсен çемйи, Кÿкеç­ри тĕп культура çурчĕ çумĕнчи Наталья Арсентьева ертсе пыракан «Телей» фольклор ушкăнне çÿрекен 75-ри Тамара Надольскаяпа Галина Федорова, Чăваш Халăх сайчĕн тĕп редакторĕ Николай Плотников тата çак йĕркесен авторĕ.

Инçе çула кĕскетсе Ĕренпур чăвашĕсем патне çитесси пирĕн тĕллев пулчĕ. Чун çÿревçĕсем Чăваш, Тутар Республикисен, Чĕмпĕр, Самар облаçĕсен çĕрĕсемпе 700 км хыçа хăварса каçалапа Ĕренпур облаçĕнчи Грачевское районĕнчи Çирĕклĕ Ток ялне çитрĕç. Чĕмпĕр хулинче Николай Кондрашкин çыравçă-скульпторпа Пушкăрт Республикинчен килнĕ Алена Савельева (Сильпи) юрăç тата унăн ывăлĕ, 6 çулти пĕчĕк çул çÿревçĕ Савелий, пирĕн йыша хутшăнчĕç. Ял тăрăх пуç­лăхĕ Николай Рыбаков çăкăр-тăварпа, сăрапа кĕтсе илчĕ. Ял историйĕпе тата аваллăха сăнласа паракан пĕчĕк вакунри стендпа паллаштарчĕ. Ăна уявсене тата мероприятисене илсе çÿреç­çĕ. Шалта кровать, сăпка, çип тĕртмелли станок, кăмака т.ыт. япала пур. Çирĕклĕ Ток ялĕ 1709 çулта пуç­ланса кайнă. «Ял тăрăхне 2 ял – Андреевка тата Çирĕклĕ Ток кĕрет. Вырăнти депутатсем 8-шĕ те чăваш. Çирĕклĕ Токри 250 кил-çуртра пĕтĕмпе тенĕ пекех чăвашсем пурăнаç­çĕ. Ялти шкулта чăваш чĕлхине вĕрентеç­çĕ. Çĕнĕ çуртсем лартатпăр, асфальт çул юсатпăр. Ялта 17 фермер. Мăшăрпа пĕрле фермер хуçалăхĕнче тăрăшатăп. 400 га çинче тырă, хĕвелçаврăнăш çитĕнтеретпĕр. Хуçалăхра 4 трактор, комбайн, тăваттăн пулăшса пыраç­çĕ», – пĕлтерчĕ ял тăрăх пуç­лăхĕ Николай Рыбаков. Ялта кашни килте тенĕ пекех трактор пур. Фермерсем çĕр çитменнипе юнашар ялсенчи лаптăксемпе усă кураç­çĕ. Вырăнти депутат, Ĕç ветеранĕ Петр Федотов пĕлтернĕ тăрăх, чăвашсем Самлай, Хаминка, Строяжкин тата Калекин ялĕсенче те пурăнаç­çĕ. Культура çуртне 1961 çулта хăпартнă.

Тĕл пулу каçĕ ялăн культура çуртĕнче иртрĕ. Виçĕм çул та пулнă иккен кунта пирĕн çул çÿрев ушкăнĕ. Чи малтанах Олег Цыпленков çул çÿрев çинчен каласа кăтартрĕ, авалхи йăлапа ял тăрăх пуç­лăхне кĕпе тăхăнтартрĕ, парне валеç­рĕ. Уяв программине ЧР вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕç­ченĕ Галина Николаева ертсе пычĕ. Концерта вырăнти Александр Максимов ертсе пыракан «Нарспи» фольклор ушкăнĕ авалхи чăваш юррисемпе пуç­ларĕ. Чаканарти Николайпа Ирина Фомиряковсем шăхличĕпе каласа юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç. Муркаш районĕнчи Москакассинчи культура çурчĕ çумĕнчи Ирина Петрова ертсе пыракан «Калинка» ташă тата Кÿкеç­ри Наталья Арсентьевăн «Телей» пултарулăх ушкăнĕсем, Пушкăрт Республикинчи Алена Савельева (Сильпи), Светлана Иванова (Мерчен), Тутарстанри Ирина Ягодкина хăйсен юрри-ташшипе пухăннисен кăмăлне çĕклерĕç. Владимир Болгарский тата Олег Цыпленков Петĕр Хусанкай сăввисене аса илчĕç. Ирина Раевскаяпа Андрей Соснин та сăвăсем вуларĕç. Дмитрий Куруленко флейтăпа музыка шăрантарчĕ. Ташă ушкăнĕсем чăваш, тутар, удмурт, пушкăрт, иран, вырăс çар ташшисемпе тыткăнларĕç. Артистсемпе пĕрле ялхалăхĕ те юрласа-ташласа савăнчĕ. Концерт хыç­çăн ял çыннисем хăнасене килĕрен йышăнчĕç, çул çинчен мунча кĕртрĕç, сĕтел хатĕрлерĕç. Эпир, Дмитрий Куруленко, Шупашкарти Наталья Соснинапа унăн ывăлĕ Андрей, Патăръел районĕнчи çамрăк сăвăç 17-ри Николай Еллин Павелпа Любовь Максимовсем патĕнче хăнара пултăмăр. Тарават кил хуçисене хамăн «Аваллăхран пуласлăха» кĕнекене парнелерĕм. Каннă хыç­çăн малалла çула тухрăмăр, вăл вара малалла Казахстан еннелле выртрĕ.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости