«Шурсухалсем» 25 çулти яшсене парăнтарчĕç

Район Акатуйĕ Кăçал Станъял патĕнчи илемлĕ уçланкăра халăха пухрĕ. Кунта тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Яланхи пекех мини-футбол çивĕч кĕрешÿпе палăрчĕ. Хамăр районтан вунпĕр, Çĕрпÿ хулинчен пĕр команда вăй виçрĕç. Турнира олимп системипе йĕркеленĕ, кам выляса ярать – çав тÿрех тухса ÿкет.

Тупăшура 50 çултан иртнĕ арçынсен «СССР» командине уйрăмах ăнса пычĕ. Çакăнтах каласа хăварам: «СССР» тени Совет Союзĕн пĕрлештернĕ командине пĕлтермест. Çак ята Çÿлтикасси ялĕнче çуралса ÿснĕ усламçă Мочалов Владимир шутласа кăларнă. Унтах вĕсем Чăваш Республикин чемпионатĕнче ăмăртаççĕ. «СССР» тени «Союз Сильных, Смелых Ребят» тени пулать.

Чи малтан вĕсем «Тутаркасси-2» командинчен 1:0 шутпа выляса илчĕç. Мечĕке пуçпа Евгений Храмов пас панă хыççăн тапса кĕртекенĕ Александр Соловьевчĕ. Иккĕмĕш вăйăра «СССР» команди апашсемпе тĕл пулчĕ. Вăл никам çĕнтерейменнипе вĕçленчĕ. Пенальти тапса «асаттесем» çĕнтерчĕç, вĕсем 4 мечĕк, çамрăксем 3 çеç кĕртрĕç. Финалта «СССР» пĕлтĕрхи Акатуйра чемпион ятне çĕнсе илнĕ «Тутаркасси-1» командăпа вăй виçрĕ.

Вăйă 0:0 шутпа вĕçленчĕ. Каллех командăсен пенальти тапма тиврĕ. Чи малтан тутаркассисем тапрĕç – мечĕк тÿрех хапхана вирхĕнсе кĕчĕ. Александр Семенов тапсан мечĕк хапхаран самай çÿлтен, вăрман еннелех вĕçсе кайрĕ. «СССР» командишĕн йăвăр самантсем сиксе тухрĕç. Евгений Храмов капитан Александр Соловьев хапхаçă вырăнне хăй тăчĕ. Тутаркасси футболисчĕ мечĕке вирхĕнтернĕ хыççăн пÿске малтан хапхан çÿлти каштине лекрĕ те Храмов ĕнсине çапăнса аякка сулăнса кайрĕ. Ку пулăм «шурсухалсемшĕн» пысăк телей пулчĕ. «СССР» командин футболисчĕсем Яков Андреев (Хыркассинче çуралнăскер) тата Александр Герасимов (Кÿкеç) пенальтинче мечĕке тапса кĕртме пултарчĕç, анчах тутаркасси каччи пÿскене вăркăнтарсан хапхаçă хăйĕн кăкăрĕпе ăна аякка сирсе ячĕ. «СССР» команди чемпион ятне пăлханмалли кĕрешÿре çĕнсе илчĕ. Çÿлерех асăннă футболистсемпе пĕрле «СССР» командăшăн çÿлтикассисем Владимир Эльменьпе Владимир Мочалов тăрăшса мечĕке хăваларĕç.

Çĕнтерÿçĕсене хисеплесе сцена çине чĕнсе кăларчĕç, концерт курма килнĕ халăх умĕнче парнесем пачĕç. «СССР» футболисчĕсем хăйсене пысăк чыс тунишĕн савăнса ташласа тата хăйсен гимне юрласа пачĕç.

Николай Платонов, Шоркка

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости