Шуçăмччен, юлашки çăлтăрччен…

Анчах та хаçат вулакан патне çитетех!

Республикăри пичет ĕçченĕсем ыран тĕп хулари филармони çуртĕнче професси уявне паллă тăваççĕ. Çак отрасльте нумай çул вăй хунă çынсене сулмаклă уяв умĕн районти пичет ĕçĕн историне аса илме ыйтрăмăр.

«Ăслă» техника

Унăн чĕрĕ легенди – линотиплă шăратакан станок. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче кашни типографирех ĕçленĕ çак ăслă техника. Кÿкеç типографийĕнче иккĕ таран та пулнă, унсăр пуçне – пысăк сас паллисене шăратса кăларакан монотиплă станок та. Кашнийĕ хăйĕн историне упрать, типографире вăй хунă кашни çыннăн шăпи вĕсемпе уйрăлми çыхăнура.

«Сурьма, олово тата свинец ирĕлчĕкне типографи хуралтисенчен пĕринче шăратнă. Çак «чушка» текен хутăша «ăслă» машинăра вырнаçнă хурана ярса тăнă. Вăл шыв пек чÿхенет – Галина Андриянова тата Валентина Короткова линотипистсем машина рычакĕсене пăрса техникăна хаçат валли кирлĕ сас паллисене суйлама хушнă, вĕсене ун клавиатури çинче çапса ларнă хушăра шавласа-кĕрлесе «шухăшлакан» (мĕн тери кăткăс процессем пулса иртнĕ-тĕр унта!) машина «кăмакинчен» линотиплă строкасем тухса та выртатчĕç – хатĕр текстсемпех», – аса илет типографире 1975 çулта ĕçлеме пуçланă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çакăнта вăй хунă Кÿкеçре пурăнакан Галина Пономаренко. Вăл район хаçатне нумай çул калăпланă. Артем Павлов, Павел Васильев яваплă секретарьсем хаçат валли макет, клише хатĕрленĕ. Пысăк сăн ÿкерчĕксене линотип цехĕнчех марзан çине икĕ енлĕ, çирĕп тытакан скотчпа чукун преспа çыпăçтарнине паян куç умне кăларма та йывăр. Набор цехĕнче яваплă секретарь ÿкернĕ макет тăрăх шăратнă строкасемпе, шрифтсемпе, бабашкăсемпе, марзансемпе, сăн ÿкерчĕк пулсан вĕсем çинчи клишепе, шпонсемпе, линейкăсемпе, реглетсемпе тултарнă гранкăна пичет цехне çитернĕ. Текст çăтăлăхне палăртакан интерлиньяж виçине, текст йĕркинчи пушă вырăнсене валли усă курнă тăхлан материалсен ячĕсене Галина Евлампиевна 40 çултан та пĕр такăнмасăр асăнса тухать. Наборщикре тĕрлĕ çулсенче çавăн пекех Антонина Порфирьева, Зоя Яштайкина, Елена Прокопьева, Людмила Андриянова, Марина Константинова, Валентина Шорникова, Светлана Егорова, Людмила Михайлова наборщик ĕçленĕ.

Пичет, переплет, набор цехĕ…

«Тăван Ен» хаçат редакцийĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытла вăй хуракан Марина Иванова типографире ĕçлесе курман пĕр цех та юлман-тăр. Районти пичет историйĕ – сас паллисене кăмакара шăратнинчен пуçласа компьютеризаци тапхăрĕчченех – унăн куçĕ умĕнче аталанса пынă. Паянхи «Тăван Ен» хаçат редакцийĕн дизайнер-калăплавçи типографие Леонид Алексеев директор ĕçленĕ вăхăтра 1988 çулта пырса кĕнĕ. Ăна тÿрех пичет станокĕ умне тăратнă.

Печатниксен ĕçĕ те ун чухне мĕн тери йывăр пулнине Марина Аввакумовна паян, çĕнĕ технологисем улшăнса пурнăçа кĕнĕ хыççăн тин, лайăх ăнланать – çак тивĕçре вăл 16 çул ĕçленĕ. Анчах та нимрен ытла вăл хĕр-хĕрарăмсем тăхлан формăсене цехран цеха йăтма мĕнле хал çитернинчен тĕлĕнсе пĕтереймест. Хытарса çыхнă шпагат саланса кайсан вара – пĕтрĕ пурнăç! Ку вăл вилĕмрен те хăрушăрах, – аса илет Марина Аввакумовна. Пичет цехĕнче харăсах тăватă станок ĕçленĕ – типографи кĕрлесе кăна тăнă тейĕн. Вăрçă хыççăнах алăпа çавăракан станокпа ĕçленĕ Зинаида Гаврилова, чылай каярах – Валентина Волкова, Алевтина Григорьева тата Алевтина Александрова нумай çул типографин пичет станокĕ умĕнче тăнă, хаçата çур çĕрччен, нумай чухне шуçăмччен çапнине паян пурăнакансем пурте ас тăваççĕ. Чи йывăр вăхăтсенче ĕçленĕ Ревекка Васильевăпа Людмила Иванова хăй вăхăтĕнче çакна пулах качча каяймарăмăр тесе шÿтлесе те илнĕ теççĕ.

Тимĕртен хут пулса почта ещĕкне пырса выртиччен хаçатăн виçĕ цех витĕр тухма тивнĕ. Полоса оттискĕсене ятарлă тиск станокĕ çинче йăнăшсене тÿрлетмешкĕн набор цехĕнчех илнĕ. Йăнăшсене, кăлтăксене пĕтернĕ хыççăн тиражлама пичет машинине кĕртнĕ. Пирĕн ĕçтеш ун валли хута кирлĕ форматпа станок умĕнче Анна Свинцова, каярах Вера Миронова касса тăнине ас тăвать. «1988 çулта, эпĕ килнĕ чухне, хаçат 8 пин çурă экземплярпа саланатчĕ. Пĕри хаçатăн пĕр енне, иккĕмĕшĕ – тепĕр енне», – аса илет Марина Иванова. Чăрмавсем, «марашкăсем» – ку – печатниксен чун илли – пулмасан пĕр сехетре икĕ пин экземпляр ним мар çапнă. Клише тухса ÿкнипе е куçса кайнипе пулнă варалакан вырăнсене çапла каланă. Çакна асăрхамасăр печатниксем çапла çĕр-çĕр полоса çапма пултарнă, вара вулакан патне хаçат сăн ÿкерчĕксĕр е хуп-хура çитесси те инçе мар. Кун пек пăтăрмах пирĕн ĕçтешĕн те кĕç-вĕç сиксе тухман. Виççĕр экземпляр пичетленĕ хыççăн машинăна чарса унăн сая кайнă хута макулатурăна пăрахма тивнĕ, анчах ку тем тесен те вулакан патне çитнĕ бракран лайăхрах. Паян вăл çакăн пирки кула-кула аса илсе каласа парать, ун чухне вара çав тери куляннă.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости