Шăнкăрав сасăллă пирĕшти

Кÿкеçри «Феерия» вокал студийĕ кун çути курнăранпа 5 çул çитрĕ. Кунта юрă ăсталăхне туптама çÿрекен ачасем хăйсен пултарулăхĕпе районта кăна мар, республикăра, Раççейре палăрма ĕлкĕрчĕç. Чи маттуррисенчен пĕри – Кÿкеç лицейĕнче 9 класра ăс пухакан Марина Шлимакова.

Поселокра çуралса ÿснĕ, вăл вăхăтра Шупашкарти пĕр музыка шкулĕнче вăй хуракан Олеся Саксонская 5 çул каялла хăйне кунти культурăпа кану çуртне ĕçлеме чĕнсен пĕр иккĕленсе тăмасăрах килĕшнĕ. Кунти ачасене юрлама вĕрентес кăмăл-туйăмпа ĕçе тытăннă, вокал студийĕ йĕркеленĕ. Студи кун çути курнăранпа кунта çÿрекен ачасем утăм хыççăн утăм туса хăйсен пултарулăхĕпе палăрма ĕлкĕрчĕç, район чысне çÿле çĕклерĕç.

Юлташĕсем, ашшĕ-амăшĕ хавхалантарнă

Марина хăй вокал студине килнине питĕ лайăх ас тăвать. «Шкулти предметсенчен ытларах музыка урокĕсене килĕштереттĕм, пĕрле вĕренекенсем, музыка учителĕ те эпĕ япăхах мар юрланине палăртатчĕç. «Феерия» вокал студийĕ уçăлсан музыка учителĕ унта кайма сĕнчĕ. Пĕрле вĕренекенсем, аттепе анне хавхалантарса тăнипе юрă-кĕвĕ тĕнчине пырса кĕтĕм те», – каласа пачĕ пултаруллă хĕрача. Марина 3 çул вокал студине çÿресе сцена çинче юрлама хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Çапах эпĕ унран ыйтмасăр чăтаймарăм: «Халăх умне тухма шикленместĕн-и?» «Чи малтанах шиклĕх туйăмĕ çуралать, сцена çине тухсан вара ун çинчен пачах манса каятăп. Юрă çинчен кăна шухăшлама тытăнатăп», – уçса пачĕ вăл хăйĕн шухăш-кăмăлне. Пултаруллă хĕрача хăйĕн пуласлăхне музыкăпа çыхăнтарас шухăшлă, 9 класс пĕтернĕ хыççăн музыка училищине çул тытма ĕмĕтленет.

«Феерия» вокал студийĕ районти конкурссене хутшăннипе кăна çырлахмасть, республика тулашне те тухса çÿрет. Çамрăк çăлтăрсем ăç­та кăна çитмен пулĕ – Мускав, Санкт-Петербург, Йошкар-Ола, Зеленодольск, Гудаута (Абхазия)… «Чунга-чанга», «Молодежная волна», «Звездная карусель» тата ытти конкурссене хутшăнни пултаруллă ачасене татах та ытларах çитĕнÿ тума хавхалантарать. Марина та конкурссенчен пĕрре мар лауреат пулса таврăннă.

Пĕр çемьери пек

«Пирĕн ăнăçу формули вăл – ачасен, студи ертÿçин тата ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи ĕçĕ. Ашшĕ-амăшĕ пулăшса, хавхалантарса тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ун пек чухне кăна ĕçĕн результачĕ курăнать», – пĕлтерчĕ вокал студийĕн ертÿçи Оксана Саксонская. Вăл Марина пирки çапла каларĕ: «Пĕрремĕш кунсенченех Марина эп мĕн каланине пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшатчĕ. Студие вăтам кăтартусемпе килнĕскер, 3 çул хушшинче тăрăшулăхне пула хăйĕн пултарулăхне аталантарсах пычĕ. Вăл манăн сылтăм алă, пĕрремĕш пулăшуçă».

Марина шкулта та аван ĕлкĕрсе пырать, «4» тата «5» паллăсемпе вĕренет. Сцена çинче юрланисĕр пуç­не вăл гитарăпа выляма ăста. Çак ăсталăха алла илме ашшĕ нумай пулăшнине пĕлтерчĕ хĕрача. Концертсене ертсе пыма та ăнах шанаççĕ.

«Сцена çине тухса юрлани кăмăл-туйăма çирĕплетет, хама ирĕклĕрех тытма вĕрентет. Вокал студийĕнче эпир юрлама, ташлама, хамăрах юрăсем хайлама хăнăхатпăр. Чи пĕлтерĕшли — эпир пĕр çемье пек», – чунне уç­рĕ куракансене шăнкăрав сассипе тыткăнлакан пирĕшти.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости