Шÿрпепе сăйланчĕç

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Питрав уявĕ хыççăн тепĕр шăматкун Шемшер тăрăхĕнчи Лакăр ялĕнче пурăнакансем ял кунне паллă тăваççĕ.

Уява ял тăрăх пуçлăхĕ Сергей Аверкиев уçрĕ. Ял старости те хăнасемпе ялта пурăнакансене саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Уяв малалла «Çеçпĕл» тата «Шемшер ен» фольклор ансамблĕсен юрри-ташшипе тăсăлчĕ. Концерт вăхăтĕнче такмаксемпе юрăсен конкурсĕ иртрĕ. Ял çыннисем унта хастар хутшăнса парнесене тивĕçрĕç. Конкурса хутшăнакансене курса тăракансем тăвăллăн алă çупса хавхалантарса тăчĕç.

Спорт ăмăртăвĕсем те кăсăклă иртрĕç. Командăсем волейболла, мини-футболла выляса, канат туртса, кире пуканĕ йăтса, алă вăйĕ виçсе, дартс енĕпе тупăшрĕç.

Ăмăртусем хыççăн сумлă хăнасем, ял çыннисем уяв сĕтелĕ хушшине ларса шÿрпепе тата сăрапа сăйланчĕç. Уявпа пурте кăмăллă юлчĕç.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости