Ы­рă йă­ла­на тăс­са

Шем­шер ял тă­рă­хĕн­че те çул­ла­хи илем­лĕ вă­хăт­ра ял кун­не ирт­те­рес­си йă­ла­на кĕ­нĕ. Шор­че­кас­си­сем те çак ырă йă­ла­на тыт­са пы­ма тă­рă­шаç­çĕ, виç­çĕ­мĕш çул ĕн­тĕ ял кун­не пал­лă тă­ваç­çĕ.

Ирт­нĕ шă­мат­кун ял пу­çĕн­чи уçă вы­рă­на ха­лăх йыш­лăн пуç­та­рăн­чĕ. Ял çын­ни­сем­пе пĕр­ле са­вăн­ма сум­лă хă­на­сем те – ЧР ача­сен пра­ви­сем­пе уп­ол­но­мо­чен­нăй Вя­чес­лав Ра­фи­нов та­та ра­йон­ти ЗАГС уй­рă­мĕн пуç­лă­хĕ Али­на Мак­си­мо­ва – кил­се çит­рĕç.

Уяв чă­ваш ха­лăх гим­нĕ­пе – «Ал­ран кай­ми аки-­су­хи» юрă­па –­пуç­лан­чĕ. Ял тă­рăх пуç­лă­хĕ Сер­гей Авер­киев пу­хăн­ни­се­не уяв­па са­лам­ла­нă май об­щест­вăл­ла ĕçе хас­тар хут­шă­на­кан­се­не хи­сеп ху­чĕ­сем­пе чыс­ла­рĕ. Уя­ва ирт­те­рес ĕç­ре уй­рă­мах ял ста­рос­тин Ва­ле­рий Про­копье­вăн тă­рă­шу­лăх­не па­лăрт­мал­ла. Вăл йĕр­ке­ле­се пы­ни­пе ял­та пу­рă­на­кан­сем уяв ирт­тер­мел­ли лап­тă­ка çул­са та­сат­рĕç, сце­на та­та сĕ­тел­сем, тен­кел­сем йĕр­ке­ле­рĕç.

Пу­хăн­ни­сем вы­рăн­ти «Çеç­пĕл» фольк­лор уш­кă­нĕн та­та чă­ваш эст­ра­да çăл­тă­рĕ­сен юр­ри-­таш­ши­пе са­вăн­чĕç, Зоя Пет­ро­ва, Лю­бовь Сер­гее­ва, Ни­ко­лай Ива­нов пĕ­çер­нĕ те­хĕм­лĕ шÿр­пе­пе сăй­лан­чĕç.

С­порт вăййи­се­не кă­мăл­ла­кан­сем ла­пам­ра ми­ни-­фут­бол вы­ля­рĕç, дартс пе­чĕç, алă вăй­не виç­рĕç, ми­хĕ­сем­пе кĕ­реш­рĕç, ка­нат турт­рĕç. Ача-­пă­ча пло­щад­ки­сем чи пĕ­чĕк­ки­се­не вă­йă-­ку­лă пар­не­ле­рĕç.

  ВА­ЛЕ­РИЙ НИ­КИ­ТИН, ШОР­ЧЕ­КАС­СИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости