Ыйту – тÿрех хурав

Законсен кашни статйине çынсем пĕлсех пĕтермеççĕ, çавăнпа та вĕсене ăнлантарса пани вырăнлă. Çакна шута илсе иртнĕ эрнере район прокуратурин сотрудникĕсем тĕп библиотекăра право сехечĕ ирттернĕ. Тĕп тема çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферипе çыхăннă. Çавăн пекех унта управляющи организацисен, администрацин представителĕсене те чĕннĕ. Асăннă темăпа çыхăннă ыйтусемпе кăсăкланакан 20 çын пухăннă библиотекăна. Ытларах мĕн пĕлесшĕн пулнă-ха? Пурăнмалли çуртшăн, коммуналлă пулăшушăн тÿлесси, коммуналлă пулăшушăн палăртнă тарифсем, нумай хваттерлĕ çуртсенчи пурлăха тытса тăрасси тата ытти пирки те. Кунашкал тĕл пулусем çынсемшĕн усăллă пулнине палăртмалла, мĕншĕн тесен интереслентерекен ыйтăвăн хуравне çавăнтах илтме май пулнă.

Пĕлменни яваплăхран хăтармĕ

Ял хуçалăх çĕрĕсем çинче типĕ курăка çунтарма законпа чарнине пăхмасăрах пушар хăрушсăрлăхĕн служби республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вăл ĕннĕ тĕслĕхсене регистрацилет. Çак уйăхра Шупашкар районĕнче ăна икĕ хут сÿнтерме тивнĕ.

Апрелĕн 10-мĕшĕнче Юртукассинче 400 тăваткал метр çинче курăка вут тивнĕ. Эрне те иртмен – «хĕрлĕ автан» Янашкассинче алхаснă. Хальхинче вăл о,5 га лаптăка хыпса илнĕ. РФ МЧСĕн Шупашкар районĕнчи профилактикăпа надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Денис Портнов палăртнă тăрăх, Раççей МЧСĕн кăçалхи январь уйăхĕн 26-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе ял хуçалăх çĕрĕсем тата запасри çĕрсем çинче кăвайт тивертме юраманнине пурте пĕлмеççĕ. Законри çĕнĕлĕхсемпе килĕшÿллĕн, çакна ятарласа уйăрнă вырăнта кăна пурнăçлама юрать.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости