Ылтăн пуль эс…

Вăхăт иртет, ватлăх алăкран шаккать. Çĕр çинчи ĕмĕре Римма Филимонова мĕнле ирттернине пĕтĕмлетес пулсан, ун пек çын сахал. Вăл пуян чунлă, çынна ыррине çеç сунать. «Кашнинех чун пур-
çке, çавна туйма пĕлмелле…» – тет вăл яланах.

70 çул тултарчĕ пулсан та çывăх çыннăмăр сăнран ватăлмарĕ, вашаватлăха çухатмарĕ. Пĕр ÿстермесĕрех каламалла: Римма Васильевна – чăн-чăн чăваш интелигенчĕ. Кашни çын хыççăн çĕр çинче йĕр юлать пулсан, унăн кун-çулĕ – таса кун-çул. Ăна 40 çул ытла пĕлетĕп. Сассине хăпартса калаçнине, çынсемпе урлă пулнине нихăçан та асăрхаман. Унăн чун-чĕринче хăйне валли çеç мар, ытти çын хуйхи-савăнăçĕ валли те яланах вырăн пур. Йывăр самантсенче тăванĕсемшĕн, çывăх юлташĕсемшĕн темĕн тума та хатĕр. Вăл яланах хăйне сăпайлă тытнă, йÿççи-тутли хыççăн хăваламан.

50 çул ытла Кÿкеçре, халăхра вăй хунă Римма Филимонова.

– Пĕрремĕш хут ĕçе вырнаçма кайни халĕ те асрах, – каласа парать пĕлĕшĕм. Унăн пичĕ, пурнăçри çутă самантсене аса илнипе, йăлтăр кулăпа çуталса илет. – Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн собесра ĕçлеме çын кирли çинчен илтрĕм. Çавăнта, ун чухнехи заведующи Дария Михайлова патне кайрăм.

– Цифрăсене счет çине хума пĕлетĕн-и хуть? – ыйтрĕ манран вăл ун чухне.

– Пĕлетĕп, – хуравларăм эпĕ. Чăн та, ку ĕçе лайăхах вĕреннĕччĕ. Анне, Клавдия Левина, сельпора техничкăра ĕçлетчĕ. Ăна пулăшма кайсан, пÿлĕмсенче никам та çук чухне, кашнинчех çут шăрçипе аппаланаттăм, шутлама вĕренеттĕм…

Кăмăла кайман ĕçре çитĕнÿ те пулмасть. Килĕштернĕ ĕçĕнче çамрăк хĕр тăрăшса ĕçленĕ. Унăн ăс-тăнĕнче ас туса юласлăх, тишкерÿлĕх, хăй тĕллĕн пĕтĕмлетÿсем тăвас пултарулăх пысăк пулнине Дария Михайловна каярах пĕрре мар палăртнă.

– «Кадыковский», «Большевик» совхозсем ун чухне çав тери пысăк хуçалăхсем шутланатчĕç. Черетре кунсерен 30-40 çын тăратчĕ. Ĕлкĕрнĕ, тăрăшнă. Пенси укçисене шутласа почта уйрăмĕсене ярса параттăм, – аса илет Римма Васильевна.

10 çула яхăн собесра вăй хунă хыççăн Римма Филимонова районти çутĕç пайне куçать, унта 30 çула яхăн вăй хурать – бухгалтерта, ревизор-бухгалтерта, экономистра. 10 çул ытла вĕрентÿ тытăмĕнче, республикăн чи пысăк районĕсенчен пĕринче, мĕн пур шкулпа ача сачĕсене çыхăнтарса тăракан тĕп бухгалтерта ĕçлеме пĕрре те çăмăл пулман икĕ ачаллă тăлăх хĕрарăма. Кÿкеçри хисеплĕ çынсенчен пĕри пулнă Генрих Филимонов 22 çул ĕнтĕ ĕмĕрхи ыйхăпа çывăрать. Хура-шурне самаях курнă Римма Васильевна, çапах та самантлăха та ĕçрен уйрăлман. Халĕ те вăл халăха çутта кăларас енĕпе ĕçлекенсен профсоюз райкомĕнче вăй хурать.

Унăн яланах пĕр каларăш: «Ачасем йĕркеллĕ пулччăр тесен вĕсемшĕн 2 хут сахалрах укçа тăкакламалла, 2 хут нумайрах тимлĕх уйăрмалла». Лайăх ачасем çитĕнтернĕ Римма Васильевна. Хĕрĕ çар комиссариачĕн районти уйрăмĕнче яваплă должноçра ĕçлет. Ывăлĕ – географ – Çурçĕрте вăй хурать. Римма Васильевнăн тăхлачи, район больницинче вăй хуракан Роза Моисеева калани манăн асăмра ĕмĕрлĕхех юлчĕ. «Тăхлачăм, çакăн пек лайăх ывăл çитĕнтерсе мана ылтăн кĕрÿ парнеленĕшĕн ăшă-ăшă сăмахсем калатăп», – терĕ вăл пĕррехинче. Ылтăн тенĕрен, Валентин Урташ сăвăç хăйĕн ялне халалланă пĕр хайлавĕнче «Ылтăн пуль эс, Раккасси…» тесе калать. Римма Васильевнăна та манăн «Ылтăн пуль эс…» теес килет. Ку сăмахсенче ÿстерсе калани нимĕн те çук.

ВЕРА САВЕЛЬЕВА, КŸКЕÇ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости