«Ылтăн» – чăваш хĕрĕнче!

Тĕнчери чи вăйлă биатлонистсен ăмăртăвĕнче чăваш спортсменĕ чи малтан финиша çитессе никам та шухăшламан-тăр. Иртнĕ эрнере сенкер экран умне пухăннисем ентешшĕн – Татьяна Акимова биатлонистшăн – пĕтĕм чунтан «чирлерĕç». Пин-пин çын шанăçĕ тÿрре тухрĕ, Чехи çĕршывĕнчи Тĕнче Кубокĕшĕн ăмăртакан вăйăра чăваш хĕрне биатлон енĕпе çитекен пулмарĕ!

Çак çитĕнÿ нумайăшĕшĕн кĕтменлĕх пулса тухрĕ. Тĕнче ăмăртăвĕн стартне тухнă Татьяна Акимова тренерсемпе ентешсен шанăçне тӳрре кăларчĕ.

Ачаранпах спортпа туслă

Татьяна Акимова 1990 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче Çĕнĕ Лапсарта çуралнă. Спортпа вăл 2011 çулта Александр Тихонов ячĕпе хисепленекен спорт шкулне пырса кĕрсен туслашнă. 1-мĕш класра ăс пухнă чухнех йĕлтĕрпе тĕрлĕ дистанцие парăнтарнă, 12 çулта биатлона алла илме тытăннă.

Татьяна Акимовăшăн пĕрремĕш пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем – 2011 çулта иртнĕ çуллахи биатлон тата 2013 çулта Трентино хулинче иртнĕ хĕллехи Универсиада пулнă. Малтанхи ăмăртура медаль çĕнсе илме май килмен пулсан, Италирен спортсменка 3 «пăхăрпа» таврăннă. 2015-2016 çулсенчи ăмăртусен кăтартăвĕсемпе «Новичок года» номинацинче IBU премине тивĕçнĕ.

Кăçалхи сезонта ентеш тĕнче кубокĕн пĕрремĕш тапхăрнех хутшăнма тытăннă. Икĕ ăмăртура та лайăх тупăшнă вăл, анчах пьедестал çине хăпарма тÿр килмен. Чехире вара ăннă: тӳрех – икĕ медаль. «Эпĕ пĕрремĕш тухнине хам та ĕненместĕп. Кун пек пуласса кĕтменччĕ. Тренерсем эпĕ иккĕмĕш пынине пĕлтерсен тĕлĕнтĕм, хăвăртлăха ÿстертĕм. Малашне те ăнасса шанатăп», — пĕлтернĕ Татьяна журналистсене финиша чи малтан çитсен.

Мăнаçланатпăр, савăнатпăр…

Чăваш Ен ятне чи çÿллĕ шайра кăтартнă спортсмен-ентеш çитĕнĕвĕсемпе районăн спорт пурнăçне хастар хутшăнакансем те хавхаланаççĕ. Совет Союзĕн спорт мастерĕ Роза Алексеева сăмахĕсем те çакна çирĕплетеççĕ. «Татьяна Акимовăна лайăх пĕлетĕп, маттур, вăйлă йĕлтĕрçĕ. Ентешĕн ÿсĕмĕсене сăнасах пыратăп, чун-чĕререн савăнатăп», – чунне уçрĕ спорт ветеранĕ.

Çăмăл атлетикăра лайăх кăтартусемпе палăрнă 76 çулти Петр Федоров та ентешпе мăнаçланать. «Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне хальхи йышши йĕлтĕрсем те, крепленисем те пулман. Çăматă çине йĕлтĕр тăхăнса ярăнаттăмăр.

Сенкер экранпа кăтартакан спорт ăмăртăвĕсене савăнсах пăхатăп. Биатлонта чăваш хĕрĕ мала тухни тахçанах пулманччĕ, эпĕ ас тăвасса, 2000 çулсенче Муркаш хĕрĕ Татьяна Моисеева лайăх кăтартусемпе палăрчĕ. Халĕ Татьяна Акимова Чăваш ятне çÿле çĕклерĕ. Ентешсен çитĕнĕвĕ – пире те, аслăрах çулхисене, савăнтарать. «Эпир чăваш» тесен вăй кĕрет», – çакăн пек шухăш-кăмăла палăртать районăн паллă спортсменĕ.

Çатра-Лапсар шкулĕнче нумай çул вăй хуракан, районти йĕлтĕр ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнакан Александр Шихматов та ентеш-спортсмена лайăх пĕлет: «Татьянăпа пĕрле Çĕнĕ Лапсарти спорт шкулĕнче йĕлтĕрпе ярăнас ăсталăха манăн вĕренекенсем те туптарĕç. Татьяна ĕçчен, мĕн каланине пурнăçлакан, тăрăшуллă хĕрача пулни курăнатчĕ.

Тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче пирĕн спортсменсем пьедестал çине хăпарма тивĕçни пире, çамрăксене йĕлтĕрпе ярăнма вĕрентекенсене, тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать. Пирĕншĕн, йĕлтĕр спортне юратакансемшĕн, йĕлтĕр ăмăртăвĕ – пурнăç йĕрки».

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости