Ырашпулăхсем те юлмарĕç

«Тăван Ен» хаçатăн юлашки номерĕсенче районта ял уявĕсем иртни çинчен чылай материал пулчĕ. Паллах, вĕсене кашниех интересленсе вуларĕ ĕнтĕ. Ырашпулăхсем те ыттисенчен юлас темерĕç.

Июлĕн 18-мĕшĕнче Ырашпулăх ялĕ хăйĕн уявне ирттерчĕ. Лавкка заведующийĕ Валентина Григорьева пуçарса янипе халăх çав кун 12 сехете ĕлĕкхи сад пулнă вăрман хĕрринчи уçланка ушкăнăн-ушкăнăн пуçтарăнма пуçларĕ. Чи малтан аслă ăрури çынсем мăшăрсемпе пыни питĕ кăмăллă пулчĕ. Уява Джина Данилова ертсе пычĕ. Вăл кĕскен ял историйĕпе паллаштарчĕ. Унтан сцена çине чи аслă та хисеплĕ 90 çулти хастара, Мария Александровăна, чĕнчĕç. Вăл çак ялтах çуралнă, çитĕннĕ, ялти Егор Ильичпа пĕр çемье çавăрса тăватă ачана çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Сумлă ватă Ишек ял тăрăх пуçлăхĕнчен парнене – утияла – тивĕçрĕ. Çавăн пекех Анатолий Максимов нумай çул пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан мăшăрсене парнесемпе чысларĕ: Андрейпа Ева Смирновсене, Анатолийпе Любовь Лукинсене, Анатолийпе Лариса Яковлевсене, Михаилпа Елена Мироновсене, Петрпа Елена Даниловсене.

Уяв умĕн Александра Никифорова çуралнă кунне паллă тунă, çав ятпа вăл та минтерлĕ пулчĕ. Çавăн пекех ялти сумлă Ефросиния Черникова, Нина Чернова, Александра Петрова, Юлия Маркова, Зоя Никитина тата Анатолий Степанов парнеллĕ пулчĕç. Кунта пурăнакан Павел Андреевпа ял-йыш чăннипех те мухтанать, вăл ватăсене утă çулнă вăхăтра та, пуçтарса кĕртме те яланах пулăшать. Тĕрĕссипе, унпа ватăсем савăнаççĕ. Вăл çак уява хатĕрленнĕ çĕрте те чылай пулăшнă. Унсăр пуçне Ишек ял тăрăх пуçлăхĕн Тав хутне чылай çын тивĕçрĕ: В. Григорьева, çак уява пуçласа яраканĕ; Виктор Григорьевпа Геннадий Шурминов, сĕтел туса лартакансем; Елена Миронова, тутлă сăра хуçи (вăрттăн пĕлтерем, сăри уявра пĕр тумлам та юлмарĕ); Елена Емельяновăпа Надежда Волкова, какай шÿрпи хуçисем; Лариса Яковлева, кăлпасси хатĕрлекен. Виталий Петровпа Анатолий Яковлев çырмари пулла тытса панă, ăна хĕрсем ăшаланă. Пулли чĕлхе çăтса ямалла тутлă пулнă. Уйрăм ăшă-ăшă сăмахсене Роза Гаврилова почтальонка тивĕçрĕ, вăл кашни çынна уява йыхравланă.

Уява Ишекри клуб çумĕнче йĕркеленĕ «Изюминка» ташă ушкăнĕ, «Ишексем» вокал ансамблĕ илемлетрĕ. Ирина Мочалова чăваш тата вырăс юррисемпе халăха савăнтарчĕ. Ишекри вăтам шкулта ăс пухакан Павел Никифоров Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа «Шли солдаты на войну» юрăпа, ташă ушкăнĕ «На перроне» ташăпа çынсем умне тухрĕ. Ишекри культура çурчĕ çумĕнчи музыка ертÿçи Александр Пушкин илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ, халăх ташласа çеç тăчĕ. Тата нумай-нумай юрă шăрантарчĕç уявра, вĕсем хыççăн хăшĕ-пĕрин куçĕ те шывланчĕ.

Уявра тем вăрăмăш сĕтеле ял халăхĕ тĕрлĕ юр-варпа туп-тулли турĕ. Çакă вăл – Ырашпулăх çыннисем пĕр-пĕринпе туслă пурăннине кăтартакан паллă. Ял халăхĕ каçхи çичĕ сехетчен, кĕтÿ кĕртичченех юрларĕ, ташларĕ, савăнчĕ.

ЕКАТЕРИНА ГРИГОРЬЕВА, МĂН МАРКА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости