Ыр çын вилет – ят юлать

Çĕньялти Халăх театрĕн режиссерĕ пулнă,

Чăваш халăх культурин тава тивĕçлĕ ĕçченне,

Зинаида Петровăна, халалласа.

Халĕ те куç умĕнчех, хăлхарах янăрать Зинаида Петрова чĕренех тивмелле витĕмлĕх панă «Çĕпĕр дивизионĕнчи» ывăлне вăрçăран кĕтсе илеймен амăшĕн монологĕ. Мĕн терĕш куççуль унта… Амăшĕн куççулĕ…

«Çу çумăр… Çу…» (М. Ухсай), «Ывăлсем» (Г. Терентьев), «Вăрмана юлнă çамрăклăх» (А. Пăртта), «Яла таврăнсан», «Илюк», «Эсĕ кайрăн та» ( Л. Сачкова)… – каласа пĕтереес çук. Икçĕр çитмĕлтен те иртнĕ вĕсен шучĕ. Е тата ял çамрăкĕсемпе хатĕрленĕ «Шурăмпуçĕ лăпкăччĕ» кино-спектакль… Зал йĕрет, сывлăш чĕтренет, тĕнче кисренет… Çамрăксене патриотизмла воспитани парас енĕпе питĕ пысăк шайра тăрса юлчĕ ку ĕç. Е тата вăл ашшĕне, вăрçă ветеранне, халалласа çырнă сăвă:

Алла тытрăм сăнÿкерчĕк –

Кайрăм шухăша…

Ах, ытла та çамрăк пулнă

Апăрша!..

Кăн-кăвак таса тÿпе пуç тăрринче.

Уншăн тăкнă юн вăл вăрçă хирĕнче.

Хĕрсене хĕрÿллĕн ыталас чухне

Çирĕппĕн вăл ыталанă пăшалне…

Пархатарлăхпа тулчĕç эсĕ утса тухнă çулсем. Чул палăк евĕр юлчĕç эсĕ калăпланă сăнарсем, сăнарланă сыпăксем. Мĕн чухлĕ спектакль вылянă пулăма тĕс-сăн кĕртмелĕх декораци, тум-юмĕ эс тĕпрен вăй хунипе пулнă?! Унтан тата ятарлă пĕлÿ илмен халăхпа (ваттипе те, ача-пăчапа та, çамрăккипе те) пĕр чĕлхе тупса чăтăмлăн вăй хурса ĕçлесси, ăна çине тăрсах культура ĕçне явăçтарасси. Ку чи пысăк вырăн йышăннă санăн пĕр канлĕхсĕр ĕçÿ-хĕлÿнте. Ун пек ĕçре хăвна хăв тĕллевлĕн тĕпчени, çын кăмăл-сипетне туйни хакра.

2016 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче вăхăтсăр татăлчĕ Зинаида Петровăн пурăнас кун-çулĕ. Вăхăтсăр тапма чарăнчĕ унăн вут-чĕри. Мĕн чухлĕ малашлăха палăртса хунă хĕрÿ ĕçчĕ?! 2017 çул ячĕпе иртмелли савăнăçлă лару-тăруччĕ. Ун хыççăнах сценарипе пыратчĕ Сурхури кăларăмĕ. Кĕçĕн çулти ачасемпе хатĕрленĕ спектакльпе районти смотр-конкурса хутшăнмаллаччĕ. Январь вĕçĕнче культура ĕçне кÿленни 45 çул çитнĕ ятпа иртмелли пĕтĕмлетÿ эрниччĕ. Кăшт каярах вара хальтерĕш хатĕрлесе çитереймен «Тăлăх Марье» спектакль премьериччĕ. Мăнкун типпи иртсен – çураки. Çурхи ĕçсен вĕçне çитсессĕн – Акатуйччĕ. Унтан Питрав та инçех марччĕ. Шухăшласа каятăн та…

Зинаида Петровăн чăваш халăх культурине, чăвашлăха аталантарас ĕçре районта е республикăра, унăн тулашĕнче те, ют çĕршывсенче те ырми-канми вăй хурса ĕçленине тивĕçлипех хак пама аслисен хавал та çитес çук. Хăвăнпа сыв пуллашма хисепсĕр йыш пуçтартăн эсĕ, Зинаида. ЧР культура министрĕн çумĕ В. Оринов, Шупашкар райадминистрацин культура пайĕн пуçлăхĕ М. Яковлева, СССР халăх артистки В. Кузьмина, театр искусствине пĕрле вĕреннĕ тус-юлташ, ял-йыш, тăванĕ-хурăнташĕ…

Çĕньялти Петрпа Павел апостолсен ячĕллĕ чиркÿре гражданла панихида ирттернĕ хыççăн чĕрене тивмелле сăмахсем янăрарĕç, Зинаида, сана асăнса – эсĕ пирĕнтен çав тери вăхăтсăр уйрăлса кайни тăван-хурăнташшăн кăна мар, ял-йышшăн та, чăваш наци культуришĕн те калама çук пысăк йывăр çухату. «Кăкăр ачи амăшĕшĕн юншахланнă евĕр тăлăха тăрса юлминччĕ театр», – пуçне усса сăмахне вĕçлерĕ Вера Кузьмина. Ĕлĕкрен артиста юлашки çула алă çупса ăсатнă теççĕ. Эпир те тăвăллăн алă çупса, куççуль витĕр ăсатрăмăр сана юлашки çула, Зинаида…

ЛЮБОВЬ ФЕДОТОВА-ОЛАНЬГАЙ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости