Ырă йĕр хăварнă çын

Иккасси шкулĕ – чи пирвайхисенчен пĕри. Шкул историйĕ, унта вăй хунă учительсем, вĕренсе тухнă çамрăксем çинчен Юрий Егорович Марков 16 çул каялла çутта кăларнă «Важный очаг народного просвещения» кĕнекере анлăн сăнласа панă. Унта çак шкулта сахал мар вăй хунă Петр Федорович Тавинов çинчен калани те пур.

Павел Федорович çак ялтах 1908 çулхи декабрь уйăхĕнче çуралнă. Ялти шкула пĕтерсен Шупашкарти учительсем хатĕрлекен техникума çул тытать. 1929 çултан тытăнса Кÿкеçри çамрăк хресченсен шкулне (ШМК) ертсе пырать. Тепĕр çулталăкран роно хушнипе тăван ялĕнчи шкула куçать. Кĕске вăхăтрах шкул нумай кăтартупа малтисен ретне тухать.

Чăваш Республикин вĕрентÿ комиссариачĕ 1932 çулхи çуркунне шкулсенче палăрнă учительсене Шупашкарти семинара пухать. Вĕрентекенсем Иккасси шкулĕн опычĕпе те паллашаççĕ. Асăнмалăх сăн ÿкерчĕк тăваççĕ. Павел Федорович, нумаях пулмасть Хĕрлĕ çар ретĕнчен таврăннăскер, сулахай енчи пукан çинче ларать. Нумай опыт пухнă учителе Хыркассинчи çамрăк хресченсен шкулне куçараççĕ, кăшт каярах – Çатра-Лапсара. 1939 çулта вăл роно инспекторĕ пулса тăрать.

Районти пур шкулта та тăтăшах пулать вăл. Çав вăхăтрах районти, республикăри ăмăртусене те хутшăнма ĕлкĕрет, гранатăпа тĕл перес, сăнă, диск ывăтас, тăршшĕне тата çÿллĕшне сикес енĕпе яланах малтисен ретĕнче. 1942 çулта 34 çула кайнă Павел Федорович тепĕр хут салтак тумне тăхăнать, Ленинград облаçĕнче вырнаçнă çар училищине пĕтерет. Карели, Латви, Литва çĕрĕсене ирĕке кăларнă çапăçусенче палăрать. Çĕнтерÿ кунне Кенигсберг хулинче кĕтсе илет. Виçĕ орденпа нумай медале тивĕçнĕ лейтенант 1946 çулта яла таврăнать, тăван шкулта юратнă ĕçне малалла тăсать. Пĕр вăхăт çар ĕçĕпе физкультура урокĕсене те ирттерет. Ĕç стажĕ унăн 45 çулпа танлашать. Вĕсен çемйинче 3 хĕрпе 3 ывăл çуралать. Хĕрĕсем – Луиза, Маргарита, Зоя – ашшĕ çулĕпе кайнă, ывăлĕсем – кил-çурт хăпартакансем. Мăнукĕсемпе кĕрÿшĕсем те учитель ĕçне суйласа илнĕ. Шутласа пăхнă тăрăх, вĕсен пĕрлехи стажĕ 258 çултан та иртет.

ЛЕОНИД ПАВЛОВ, ЧĂРĂШКАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости