Ыттисемшĕн – ырă тĕслĕх

Çак кунсенче «Тăван Ен» хаçат редакцине кĕрсен унта вăй хуракансем кĕтмен çĕртен çапла ыйту пачĕç: «Эсир пĕлекен çемьесенчен хăшĕн пирки чи çирĕппи, тĕслĕхли тесе каланă пулăттăр?» Эпĕ тÿрех Кÿкеçри Марасановсене аса илтĕм. Зойăпа Василий Марасановсене эпĕ 50 çул ытла пĕлетĕп, Сергей ывăлĕпе Людмила хĕрĕ те эпĕ ĕçленĕ шкулта ăс пухнă.

Василий Ефимович 1925 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Калайкассинче çуралнă. Вырăнти шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан вĕренÿре тăрăшулăх кăтартнă çамрăка Роно сĕннипе çак шкултах математика предметне вĕрентме шанаççĕ. 6 çул шкулта вăй хурать вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан çулталăкран салтак аттине тăхăнса офицерсене хатĕрлекен курсра юратнă предметне вĕрентет. Тăван яла вăрçă чарăнсан тепĕр 5 çултан кăна таврăнать. Шупашкарти педагогика институтĕнче пĕлĕве тарăнлатса Етĕрне районне кĕрекен Советски салинче ачасене малалла вĕрентме тытăнать. Кăшт каярах ăна Роно инспекторĕ пулма сĕнеççĕ.

Тăрăшса ĕçленине кура Чăваш Çутĕç министерстви ăна Шупашкар районне куçарать. 1961 çултанпа çемье пурнăçĕ Кÿкеçпе уйрăлми. Василий Ефимович инспекторта, учительсен районти профком ертÿçинче, Роно пуçлăхĕн çумĕнче нумай çул вăй хурать. Зоя Павловна финанс пайĕнче ĕçленĕ – унăн ĕç стажĕ 38 çул.

Кÿкеçри вăтам шкул ертÿçинче нумай çул тăрăшнă Михаил Попов Василий Марасанов пирки çапла калатчĕ: «Ун пек тĕлĕнмелле çынна эпĕ урăх курман. Шкул директорĕсемпе вĕсен çумĕсем пур ыйтупа та ун патне васкатчĕç. Пурин валли те вăхăт тупатчĕ, хамăр хушăра эпир ăна юрист консульт тесе калаттăмăрччĕ». Çак кунсенче кăна унпа пĕрле Ронора нумай çул ĕçленĕ Калиса Фаизовăна тĕл пултăм. Василий Ефимович учительсене вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшнине лайăх ас тăвать вăл. Ылтăн чĕреллĕ çын – акă мĕн каланă пулăттăм эпĕ те ун пирки, çак сăмахсене çирĕплетме хатĕр.

Ашшĕпе амăшĕн ырă ятне упракансем, вĕсен чыс-сумне çĕклекенсем – ачисем. Марасановсен 1963 çулта çуралнă Сергей ывăлĕ вырăнти шкула ăнăçлă пĕтерсен Шупашкарти пĕр техникумра вĕренчĕ. Салтак ячĕ тухсан 2 çул Польша çĕрĕ çинче хĕсметре тăчĕ, сахал мар Тав хутне тивĕçрĕ. Каярах, Саратоври юридици институтне пĕтерсен, Шупашкара таврăнса Калинин районĕнчи прокуратурăра следовательте ĕçлерĕ. 1997 çулта ăна Шупашкар район прокуратурине куçараççĕ. Нумайранпа прокурор çумĕнче тÿрĕ кăмăлпа вăй хурать.

1964 çулта кун çути курнă Люда хĕрĕ шкул пĕтерсен тĕп хулари ЧПУ-чĕн медицина факультетĕнче ăс пухать. Унтан Шупашкарти пĕр больницăра врач-терапевтра вăй хурать. Паянхи куна вăл Мускавра пурăнакансене сиплет.

Ку çемье пирки пĕрле вăй хунă юлташĕсем те, пускилсем те ырăпа кăна асăнаççĕ. Вĕсем ыттисемшĕн те яланах ырă тĕслĕх.

ЛЕОНИД ПАВЛОВ, ЧĂРĂШКАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости