Экстремизмшăн çул хупă

Экстремизм сĕмĕллĕ хыпарсене, материалсене халăхра саракан çынсемшĕн закон çирĕп пулни паллă, анчах та чылайăшĕ те пĕлменрен, те ыттисене сиен кÿме тĕллев лартнăран йĕркене пăсма шикленмеççĕ. Нумаях пулмасть район прокуратури çакнашкал тĕслĕхе тупса палăртнă. 24 çулти çамрăк интернетри пĕр социаллă сетьре экстремизм саманчĕсене сăнарласа паракан аудиофайл вырнаçтарнă чухне яваплăх пирки шухăшланă-ши? Кăна хăй кăна пĕлет ĕнтĕ. Асăннă материал шăп та лăп экстремизм материалĕ пулнине судпах çирĕплетсе панă иккен. Социаллă сетьре материалпа ыттисем те паллашма пултарнă. Федерацин «Экстермистла ĕç-пуçа хирĕç кĕрешесси çинчен» законпа килĕшÿллĕн нацист атрибутикине е ун евĕрлĕ паллăсене халăхра сарни экстремистла ĕç-хĕлпе танлашать, апла тăк явап тытасси те куç кĕрет. Асăнса хăварар, Раççейре нацист символикине кирек мĕнле меслетпе те усă курма чарнă.

Суд çамрăка РФ КоАпĕн 20.29 статйипе (экстремистла материалсене туса кăларнăшăн тата халăхра сарнăшăн) айăпласа 2 пин тенкĕ штраф тÿлемелле йышăну кăларнă. Кунсăр пуçне, асăннă материала тата оборудование конфискациленĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости