Эпир нимĕç çĕрĕсем тăрăх утса тухнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн Германири çар хулисенче çур миллиона яхăн салтак хĕсметре тăнă. 1945-1994 çулсенче, 49 çул та 2 уйăх та 22 кунра (1994 çулхи августăн 31-мĕшĕччен), нимĕç çĕрĕ çинче 108 пин чăваш каччи хĕсметре пулнă. Вĕсен çар тивĕçне пурнăçланă хушăрах çак халăх культурипе те паллашма май пулнă, икĕ халăх туслăхĕ çыру урлă малалла тăсăлнă.

Питĕр хулинче пурăнакан Валерий Жиляев Германири Совет Çарĕсен ушкăнĕнче пулнă ветерансен Халăхсен хушшинчи ассоциацине йĕркелесе янăранпа тăхăр çул иртрĕ. Чăваш Енре вара 2013 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче чăмăртаннă пĕрлешĕве Михаил Семенов полковник ертсе пырать. Иртнĕ çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнчен Шупашкар районĕнче те ассоциаци уйрăмĕ ĕçлеме пуçларĕ, унăн ертÿçи вара Чанкасри Вениамин Степанов. Вăл йĕркеленипе июнĕн 9-мĕшĕнче Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музейра районти ГСВГ ветеранĕсем тĕл пулчĕç. Уяв ячĕпе медальсен чыславĕ те иртрĕ. Июнĕн 11-мĕшĕнче вара Германири Совет Çарĕсен ушкăнĕ йĕркеленнĕренпе 71 çул çитнине халалласа Шупашкарти Çар Мухтавĕн монуменчĕ умĕнче уяв митингĕ халăха йышлă пухрĕ. Унта тĕрлĕ районпа хуларан 200 яхăн ветеран пухăнчĕ. Вăсен умĕнче федерацин Атăлçи округĕнчи вĕтерансен ассоциацийĕн ертÿçи Геннадий Кошкин тата ыттисем тухса калаçрĕç. Геннадий Кошкин 2014 çулта Германи çĕрĕ çинче Совет Çарĕсен ушкăнĕнче хĕсметре тăнă çар çыннисене асăнса Чăваш Республики пĕтĕм тĕнчере пуçласа палăк лартни пирки аса илтерчĕ. «2015 çулта тата 4 çĕрте палăк тунă. Кăçал вара 6-мĕшне палăка Шăмăршăра уçрăмăр. Ĕçсем малалла пыраççĕ», – терĕ вăл уявпа саламланă май. Николай Кириллов çак куна патшалăх уявĕсен шутне кĕртесси пирки каларĕ. Грамотăсемпе медальсем кунта та хăйсен хуçисене тупрĕç. «Служба тивĕçне Тăван çĕршывран аякра пурнăçланăшăн» медале тивĕçнисен йышĕнче Шупашкар районĕнчен çак йĕркесен авторĕ, Кÿкеçре пурăнакан Владимир Андреев, Роберт Кузьмин, Энтимĕркассинчи Владислав Касьянов пулчĕç. «Варшава килĕшĕвне – 60 çул» медале районтан Арефий Никифоровпа Евгений Федоров тивĕçрĕç. Котеркассинчи Сильвестр Петров кăкăрĕ çинче вара «ГСВГ ветеранĕ» вĕр-çĕнĕ медаль ялтăртатрĕ. Шĕнерпуçĕнчи Виталий Яковлев ертÿçĕсен аллинчен ассоциацие кĕнине çирĕплетекен ĕнентерÿ хучĕпе медале алла илчĕ. Çапла майпа ГСВГ ветеранĕсен регионри ассоциацийĕнче тăракан ветерансен йышĕ 2 хут ÿсни палăрчĕ. Германи çĕрĕ çинчен çар тивĕçне пурнăçласа тăван яла таврăннăранпа кĕркунне 30 çул çитет пулин те пĕр полкра хĕсметре тăнисене халиччен тĕл пулма май килменччĕ. Уява Çĕрпÿ районĕнчен çитнĕ Станислав Марков, сăмахран, 1979-1981 çулсенче эпĕ пулнă Хагенов хули çывăхĕнчи 283-мĕш полкра химиксен ротинче хĕсметре тăнă. Аса илмелли тем чухлех пулчĕ. Митинг хыççăн ăшă тĕл пулу сĕтел хушшинче малалла тăсăлчĕ.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости