Этемшĕн хăрушă мар

Çак уйăх пуçламăшĕнче «Присурский» çут çанталăк заповедникĕн хураллакан зонинче пилĕк хир сысни виллине тупнă. Лаборатори анализĕ чĕр чунсем сыснасен Африка мурĕн вирусне пула вилнине кăтартса панă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак сăлтавпа ирттернĕ канашлура лару-тăрăва республика Правительстви çирĕп сăнаса тăни çинчен каланă.

Вăл çавăн пекех Чăваш Ен территорийĕнче малашне хăрушлăх пуласран сыхланас енĕпе çирĕп мерăсем йышăнма Чăваш Енĕн Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин тата Патшалăх ветеринари службин пĕтĕм полномочи пурри çинчен аса илтернĕ.

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин информацийĕ тăрăх чир сарăлас хăрушлăх пур пĕрремĕш зонăна Улатăр районĕнчи Березовая поляна поселокĕ, Сăр Майданĕн сали, Пăрачкав районĕнчи Любимовка, Сыреç ялĕсем лекнĕ. Çынсене вăрмана çÿреме чарнă, чĕр чунсем куçса çÿрессине тĕрĕслеме тытăннă. Хăрушлăхлă иккĕмĕш зонăра – Чăваш Енре ку — чире тупса палăртнин улттăмĕш тĕслĕхĕ. Маларах унпа Улатăр тата Пăрачкав районĕсенче кĕрешме тивнĕччĕ. Çынсем сыснасем вилнине кура тÿснĕ сиене туллин саплаштарнă. Патшалăх ветеринари службин Шупашкар районĕнчи уйрăмĕ выльăх кĕтмен-çĕртен вилнĕ мĕнпур тĕслĕх пирки пĕлтерме ыйтать. Хăрушлăхлă иккĕмĕш зонăра – Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç, Комсомольски, Пăрачкав, Шăмăршă, Çĕмĕрле районĕсем тата Улатăрпа Çĕмĕрле хулисем. Ку территорисенче карантин çирĕплетнĕ. Улатăр тата Пăрачкав районĕсенче «Присурский» заповедниксĕр пуçне çавăн пекех сунарçăсене хир сыснисене тытма та чарнă.

Кăткăс лару-тăру кайăк-кĕшĕк, сысна, мăйракаллă шултăра выльăх аш-какайне йышăнакан тата пусакан пунктсенче, районти Ишек пасарĕнче, «Дорожник» суту-илÿ çуртĕнче тĕплĕ сăнаççĕ. Анализсем тавар хăрушсăрлăхне çирĕплетнĕ хыççăн ун çине калăп çапаççĕ. Районти выльăхсен чир-чĕрĕпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ Сергей Ефремов пĕлтернĕ тăрăх: «Карантина çирĕплетекен йышăнура муниципалитета асăнман пулсассăн та эпир африка мурĕнчен хÿтĕленме профилактика мероприятийĕсене ирттерĕпĕр. Халăха унран сыхланмалли майсем пирки пĕлтерме буклетсем салатăпăр. Çакăнпа пĕрлех АЧС вирусĕ çыншăн хăрушă маррине, вăл лекнĕ аш-какая çиме юранине те ăнлантармаллах».

Сăмах май

2016 çулта çĕршывăн 42 регионĕнче выльăх, чĕрчунсем АЧСпа чирленин 200 ытла тĕслĕхне шута илнĕ. Африкан мурĕпе кĕрешсе кăçал уйрăм çынсен хуçалăхĕсенчи 2930 сыснана пĕтернĕ, август тата сентябрь уйăхĕсенче çак сăтăра саплаштарма, туртса илнĕ аш-какайшăн тÿлеме Чăваш Ен Правительствин резерв фондĕнчен 19,93 млн тенкĕ усă курнă.

ТАТЬЯНА МАЙОРОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости