Этем правин хуралĕнче

1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра историре пĕрремĕш хут çĕнĕ тĕп закона, этеме, унăн прависене чи мала кăларса тăратакан, Раççейĕн демократи йĕркине çирĕплетсе патшалăха унти йĕркесене пăхăнма хистекен документа йышăннă. Çак самантран çĕршыв Раççей Конституцийĕн кунне паллă тăвать.

Паян, çĕршыв çăмăл мар вăхăтсене тÿснĕ тапхăрта, саккун пĕлтерĕшĕ татах ÿсет. Унăн тĕллевĕ кăна улшăнми – патшалăхăмăра упраса хăварасси, пĕр çемьери пек пурăнакан халăхсенче малашлăх шанăçне çуратасси.

РФ Президенчĕн 2013 çулхи хушăвĕпе кашни çулах Раççей Федерацийĕн Конституци кунĕнче вырăнти вăхăтпа 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен пур шайри влаç органĕсенче те граждансен пĕтĕм çĕршыври йышăнăвĕ пырать.

Сăмах май

Чăваш Республикин çĕнĕ Конституцине ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче йышăннă. Республикăн тĕп саккунне 2000 çулта Чăваш Республикин иккĕмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетсĕр 23-мĕш сессийĕнче йышăннă. Вăл 2000 çулхи раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.

Район администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкар район администрацине пырса тивекен ыйтусемпе Шупашкар районĕнче Кÿкеç поселокĕнче малтанах 2-12-44 телефон номерĕпе çырăнса «Шоссейная» урамри 15-мĕш çурта пыма пулать. Халăха администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев, унăн пĕрремĕш çумĕ Зоя Маслова йышăнаççĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе тĕл пулусем çавăн пекех пур 17 ял тăрăх администрацийĕнче те иртеççĕ. Пĕлтĕр пĕрлехи йышăну кунĕнче районта 58 çын влаç органĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă.

Зелфинас КАРАМА, Шупашкар район прокурорĕ:

– Обществăри чи пĕлтерĕшлĕ, тĕп хутшăнусене йĕркелесе пыни Конституцин тĕп шăнăрне палăртать. Çак хутшăнусем вара çынсен хушшинчи пур çыхăнушăн та пуç пулса тăраççĕ. Раççей Федерацийĕн паян вăйра тăракан Конституцине халăх референдумра суйланă. Унăн чăн тивĕçĕ вара – Конституци нормисене обществăра хальхи вăхăтра йĕркеленекен хутшăнусене çывăх тăвасси. Йĕркелĕхĕн уйрăм принципĕсемпе виçисене палăртнипе пĕрлех вĕсене пурнăçа кĕртме те май паракан конституци кăна ĕçлекен Конституци шутланать. Конституци патшалăхăн политика, экономика тата территори пĕрлĕхне упракан право никĕсĕ пулнине никам та хирĕçлеймĕ. Вăл – пирĕн пурнăç саккунĕ, тĕп гаранчĕ. Çак документра патшалăхăн право никĕсĕ çырăннă, вăл унăн кашни çыннин интересĕн хуралĕнче. Унта палăртнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласси – Раççейĕн кашни гражданинĕн тивĕçĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости