Эткерлĕхе тасалăх хăварар

Тасалăхра пурăнасси ку ĕмĕрти çынсемшĕн кăна мар, килес ăрушăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем валли эткерлĕхе таса çăлкуçсем, хăтлă урамсем, ешерекен вăрмансемпе посадкăсем хăварсан питĕ паха пулмалла. Шăп та лăп çапла пулса тухтăр тесен кунсерен вăй хумалла, Экологи çулталăкĕнче вара – пушшех те.

Пурнăçламалли паллă

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура ку темăна асăнмасăр иртмерĕ. «Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин 2017 çула Экологи çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Чăваш Ен Правительстви экологи хăрушсăрлăхне ÿстересси, ешĕл зонăсен йышне пысăклатасси çине уйрăмах тимлĕн пăхать. Пирĕн тĕллев – республикăна пурăнма чи лайăх вырăн туса хурасси! Республика тивĕçлипех çĕршыври экологи рейтингĕн лидерĕ пулса тăчĕ. Раççей Правительстви Экологи çулталăкĕнче тĕп ĕçсен планне çирĕплетнĕ, унта Чăваш Республикинче пурнăçламалли виçĕ мероприяти кĕнĕ: Шупашкарти йăлари хытă каяшсен çÿп-çап вырăнне йĕркене кĕртесси, Çĕнĕ Шупашкарти биологи мелĕпе тасатакан сооруженисен виççĕмĕш черечĕн II тапхăрĕн строительстви, Канаш тата Çĕмĕрле районĕсенче çÿп-çапа пушатса тиемелли 2 станци тăвасси. Малашне муниципалитетсен хушшинчи çакнашкал станцисене республикăри ытти территорире те тума палăртаççĕ. Çак объектсем Чăваш Енре пурăнакан кашни çыншăнах пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн пуçарусене федераци шайĕнче ырласа йышăннă. Питтукасси çÿп-çап вырăнне йĕркене кĕртес ĕç федерацин «Таса çĕршыв» проектне кĕнĕ. Шупашкар хулинчи йăлари хытă каяшсен санкциленĕ çÿп-çап вырăнне йĕркене кĕртме 2017-2018 çулсем валли федераци бюджетĕнче 380 млн яхăн тенкĕ пăхса хăварнă. Çакă 30 га ытла çĕр лаптăкне хуçалăх çаврăнăшне кĕртме, экологин «хĕрÿ» точкине пĕтерме тата халăхăн санитарипе эпидемиологи ырлăхне лайăхлатма май парать», – асăнса хăварчĕ вăл.

Çÿп-çап ыйтăвĕ Шупашкар районĕшĕн те ют мар. Юлашки вăхăтра уйрăмах Илпеш свалки нумай калаçтарчĕ. Пĕлтĕр çулла унта тĕтĕм йăсăрланса выртнине пурте илтнĕ ĕнтĕ. Ку енĕпе ĕçсене темиçе тапхăрпа ирттерсе – 2016 çулта пурĕ 1 млн та 40 пин тенкĕ тăкакласа – çулталăк вĕçленнĕ тĕле ăна «лăплантарма» пултарчĕç. Свалкăна рекультивацилемелли проект экспертизине Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ ырланă. Райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, проект экспертизи валли 205 пин тенкĕ уйăрнă. Рекультиваци ĕçĕсем кăçал пуçланса 2020 çулта вĕçленмелле.

Вĕсене пурнăçлама хальлĕхе 51 млн тенкĕ кирлине палăртнă. Смета экспертизи – тепĕр тапхăр. Ун хыççăн вара ĕçсене пуçăнма май пулĕ. Федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрас ыйтупа ЧР Çут çанталăк министерствине заявка çырнă ĕнтĕ.

Свалкăсене пĕтернĕ, йывăçсем лартнă…

Экологи лару-тăрăвне лайăхлатас енĕпе районта çулсеренех тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр 745 тĕм, 9369 йывăç лартнă, çав шутра çул хĕррисемпе – 1850, организацисен территорийĕсенче – 2599, кÿлĕ-пĕве, çырма хĕррисене – 4920. Кунсăр пуçне тата 4820 чечек йăранĕ ĕрчетнĕ, 8505 газон йĕркеленĕ, 20 урна, ача-пăча площадкисем, беседкăсем вырнаçтарнă. Паçпакри, Ишекри, Чаканарти, Ырашпулăхри, Мăн Кивпулăхри, Котякри, Кăшавăшри, Коснарти, Çĕньялти, Юртукассинчи, Çăкалăхъялĕнчи çăлкуçсене хăтлăлăх кĕртнĕ.

Çулталăкра районта санкцилемен 154 свалка пĕтернĕ, 2346 т каяш тиесе тухнă. Райадминистрацин ял хуçалăхĕ тата экологи пайĕн информацийĕ тăрăх, асăннă мероприятисене ирттерме пурĕ 2,2 млн ытла тенкĕ уйăрнă. Тасалăхпа хăтлăлăх ĕçĕсене пурĕ 5501 çын хутшăнни паллă.

АНФИСА МАНЯКОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости