Эх, çăварни, çăварни, çăвар тулли икерчи!

Районта уява анлăн паллă турĕç

Иртнĕ шăматкун «Улăп» спортпа сывлăх центрĕ умĕнчи лапама катемпи «килсе тăчĕ». Капăр тумлă, хĕрлĕ тутăрлă… Ун çывăхĕнче юрă хыççăн юрă шăранчĕ, артистсем пушмакĕсемпе шăкăртаттарса ташларĕç. Çăварни кунне çакăн пек хаваслă шавпа паллă турĕç район çыннисем.

Кÿкеçре

Кашниех унта хăйне валли кăсăклине тупрех. Уявăн тĕп çимĕçне – икерче – юратакансем апат-çимĕç сутакан палаткăсем патне васкарĕç. Юнашарах тĕрлĕ сувенирпа парне сĕнчĕç. Пĕчĕккисене валли аякрах мар вырнаçнă каруççель çаврăнни илĕртрĕ, вĕрсе хăпартнă батут йыхравларĕ.

Капăр тумлă артистсен юрри-ташши килен-каяна хăйсем патне кăчăк туртсах тăчĕ – ватти-вĕтти сцена йĕркеленĕ вырăнта кĕпĕрленчĕ. Уяв сценарийĕнче Хĕлпе юмах-халап сăнарĕсем, Вупăр карчăк, капăр тумлă Çуркунне те вырăн тупрĕç. Артистсем хăйсен сăнарĕсене куракан кăмăлне каймалла, ĕненмелле калăпларĕç.

Уявăн савăнăçлă пайĕнче клуб ĕçченĕсем концерт лартрĕç, тĕрлĕ ăмăрту ирттерчĕç.

Вăрманкас Тăрăнта

Кăнтарла тĕлне çĕнĕ клуб умне кÿршĕ ялсенчи ватă-вĕтĕ, çамрăксем пуçтарăнчĕç. Халăх умне «Тăрăнен» фольклор ушкăнĕ çуркуннене, тăванлăха, çăварние халалланă юрă-кĕвĕпе тухрĕ.

Энтимĕркасси каччи Владимир Ильин «автансен çапăçăвĕнче» пурне те çĕнтерчĕ, кире пуканĕ йăтассипе парнесене тивĕçрĕ. Хĕрачасем те вăй виçрĕç, пĕр-пĕрне минтерпе «ислетрĕç». Кунта Лена Петрова чи маттурри пулчĕ.

«Юланутçăсем» конкурсра каччăсен хĕрсене çурăм çине çĕклесе 50 метра парăнтармаллаччĕ. Чи вăйли Энтимĕркассинчи Александр Васильев, анчахрах салтак аттине хывнăскер, пулчĕ. Вăрманкас тата Энтимĕркасси хастарĕсем хулăн вĕрен туртса вăй виçрĕç, иккĕмĕшсем çĕнтерчĕç.

Ял-йыш, пускил пĕр-пĕрне кучченеçпе, икерчĕпе, вĕри чейпе сăйларĕ. Пĕр енчи шурă юр купи тăрринче çуркунне палли – питĕ илемлĕ хĕр сăнĕ – катаранах мăнаçлă курăнать, тепĕр енче – катемпи çиле май хумханать. Йăла тăрăх, ăна вут тĕртсе çунтармалла. «Пĕтĕм усал-тĕсел, чир-чĕр çулăмпа çунса кайтăр», – тенĕ ваттисем. Ятлаçса, кутăнлашса, вăрçăнса çунать, шеремет – хĕл каясшăн мар.

Сарапакассинче те…

Хаваслă юрă-кĕвĕ, ялти клуб умĕнче сарăлнă икерчĕ шăрши вырсарникун ватта-вĕтте хĕле ăсатма пуçтарчĕ. Çакна палăртса вĕсем улăмран тунă катемпие çунтарчĕç. Кăварпа чашкăракан сăмавар хуçи Владимир Ремахов хăйĕн мăшăрĕпе Маргаритăпа халăха вĕри чейпе, икерчĕпе сăйларĕ. Ирина Трофимова вара ăна килĕнченех пĕçерсе тухнă. Халăх вăййисене те вылярĕç сарапакассисем, тĕрлĕ тупăшура вăй виçрĕç. «Моряксем парăнмаççĕ», – терĕ те ял старости Николай Трофимов пĕр пăтлă икĕ кире пуканне ним мар 21 хут çĕклерĕ. 70-тен аслăрах ушкăнра ăна çитекенни пулмарĕ. 65 çултан аслăраххисенчен Николай Молостов та ăна çакăн чухлех йăтса çĕнтерчĕ. Çамрăкраххисенчен Александр Петров мала тухрĕ.

Атăлъялсем те…

Уява ку ял çыннисем пĕве хĕрринчи беседка умĕнче ирттерчĕç. Кашнинех плита çинче хăй аллипе пĕçернĕ çăварни икерчине тутанса пăхма май пулчĕ. Ÿркеннисене вара Валентина Тихонова хăналарĕ.

Пĕве хĕрринчи тăвайкки те шавласа, кĕрлесе кăна тăчĕ. Малтанах ачасем, унтан аслисем çунашкапа савăнсах ярăнчĕç. Кунта чи кĕçĕнни 2 çулти Ева Семенова пулчĕ. Александр Маринов тĕрлĕ лентăпа илемлетнĕ, пĕкĕрен шăнкăрав çакса капăрлатнă çуналлă лашапа ачасене катаччи чуптарчĕ. Çÿçеллĕ тутăрлă хĕрарăмсем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Конкурса хутшăнакансен çавра «веерта» хушса çырнă хутсене туртса кăлара-кăлара юрласа, ташласа, такмак каласа тупăшмалла пулчĕ. Вĕрен туртас енĕпе хĕрачасенчен Настя Андреевăн команди çĕтерчĕ. Каччăсенчен Николай Волковăн тусĕсене çитекенни пулмарĕ. Çитĕннисенчен Владимир Матюшкин команди малта пулчĕ. Юр çинчи кĕрешÿре Лилия Матюшкинăпа Дима Романов палăрчĕç.

Катемпие Атăльяла кÿмеллĕ мотоциклпа Вячеслав Плотников «лартса çитерчĕ». Кар! сырса илчĕ ăна халăх, унтан юрласа-ташласа çунтарса ячĕ, кăвайт урлă сиксе савăнчĕ. Вячеславпа Петр Романовсем купăс каласа тавралăха илемлĕ кĕвĕпе янăраттарчĕç.

АНТОНИНА ЕФИМОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, НИКОЛАЙ СМИРНОВ, Таисия Кротова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости