Юбилейлă эстафета вăйлисене палăртрĕ

Умра – прессăн спорт фестивалĕ

Иртнĕ кĕçнерникун кăнтăрла тĕлнелле Кÿкеçри «Олимпийский» стадиона çынсем пуçтарăнма тытăнчĕç – 12 сехетре «Тăван Ен» хаçат парнисемшĕн иртекен юбилейлă 50-мĕш эстафета старт илчĕ. Çăмăл атлетикăна кăмăллакансемшĕн, районти массăллă информаци хатĕрĕшĕн, ăна юратса вулакансемшĕн çак кун уявпа танлашрĕ.

Халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарасси, çынсене физкультурăна тата спорта явăçтарасси, массăллă физкультурăпа спорт юхăмне аталантарасси, ачасене тата çамрăксене патриотла воспитани парасси массăллă мероприятисен тĕп тĕллевĕсем пулса тăраççĕ. Юбилейлă эстафета спорта юратакансене тепĕр хут пĕрлештерчĕ.

Такăнсан та – малалла

Спорт мероприятине савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн чи малтанах кÿмесемпе сусăрсем старт илчĕç. 200 метрлă дистанцие Кÿкеçри интернат-çуртра пурăнакан Николай Максимов пуринчен малтан парăнтарчĕ. 2-мĕш вырăна Александр Григорьев тивĕçрĕ, Евгений Павлов 3-мĕш пулчĕ.

Ача садне çÿрекенсенсен командисен йышĕ çулран-çул ÿссе пырать – вĕсем ытларах та ытларах хутшăнаççĕ. Кăçал эстафета патакки 12 ушкăн аллинче пулчĕ! Пĕчĕккисен тупăшăвĕ яланах хĕрÿлĕхпе уйрăлса тăрать, хăшĕ-пĕрисемшĕн ку – пĕрремĕш тупăшу та. Вĕсем команда пĕрлĕхне туйма, çĕнтерÿ пĕр çынран кăна мар, пуринчен те килнине ăнланма хăнăхаççĕ. Командăри юлташне эстафета патаккине чи малтан тыттарас тесе вирхĕнеççĕ те. «Хăвăртрах! Васкасарах! Маттур!» – хавхалантараççĕ воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕ. Хальхинче «Золушка» ача сачĕн команди пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарма тивĕçрĕ, юнашар «Дружба» ача садне çÿрекенсем тăчĕç, вĕсенчен аяларах картлашка çине «Ягодка» ача сачĕн «çăмăл атлечĕсем» вырнаçрĕç.

Сывлăх енчен хавшакрах каччăсемпе хĕрсем те эстафетăн яланхи хăнисем. Шел те, чупура ăнсăртран такăнасси те пулкалать. Çапах та чăн-чăн спортсменсем тĕрлĕ чăрмава пăхмасăрах дистанци вĕçне çитеççех. Арçын ачасенчен Артем Иванов пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çинче пулчĕ, Анатолий Степанов 2-мĕш, Григорий Пичугин 3-мĕш чупса çитрĕç. Хĕрачасенчен лайăх кăтартусемпе Евгения Пушкина, Елена Степанова, Ольга Сорокина палăрчĕç.

Çемьесен эстафетинче çĕнĕ çăлтăрсем çуталма тытăнчĕç. Пьедесталăн чи çÿллĕ картлашкине Николаевсен çемйи йышăнчĕ, Чăрăшкассинчи Матвеевсемпе Бардасовсем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Кам маттуртарах?

Тупăшу тулли мар вăтам шкулсем тăратнă 6 командăран чи маттуррисене палăртма май пачĕ. Ку эстафетăра малтисен ретне Карачура, Тăрăн тата Çатра-Лапсар шкулĕсен вĕренекенĕсем лекрĕç. Вăтам шкулсен командисен хушшинче тупăшу вара никама та лăпкă хăвармарĕ – 16 команда спортсменĕсем 400 метрлă дистанцие парăнтарассишĕн пур вăйран тăрăшрĕç. Çапах та Тренккасси шкулĕн ачисене çитекен пулмарĕ, вĕсем 1-мĕш вырăна вĕçертмерĕç. Атайкасси шкулĕн маттурĕсем пьедесталăн 2-мĕш картлашки çине хăпарма тивĕçрĕç, чăрăшкассисем 3-мĕш пулчĕç.

Юбилейлă 50-мĕш эстафетăна район тата ял тăрăх администрацийĕсен командисем хутшăнчĕç. Вĕсенчен лайăх кăтартусемпе палăрнисен йышĕнче райадминистрацин кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх пайĕн, вĕрентÿ управленийĕпе экономика уйрăмĕсен маттурĕсем. Ветерансем те яланах спортпа туслă, пĕр ăмăртуран та юлмаççĕ. Арçынсенчен пьедесталăн тĕрлĕ картлашки çине Борис Иванов, Альберт Герасимов тата Валерий Мокин хăпарма тивĕçрĕç. Хĕрарăмсенчен Регина Руманова, Надежда Артемьева, Роза Алексеева палăрчĕç.

Этемлĕхĕн черчен çуррийĕ те ăмăртура хастарлăх кăтартрĕ. Тупăшура район больницин командине çитекен пулмарĕ, налог службин хĕрĕсем 2-мĕш пулчĕç, Тутаркассинчи «Золушка» ача садĕнче тимлекенсем – 3-мĕш. Эстафетăра 41-мĕш пушар чаçĕн арçынсен команди темиçе çул çĕнтерĕве алăран ямасть. Хальхинче те финиша чи малтан вĕсем çитрĕç. Налог службипе Раççей ШĔМ-ĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн ĕçченĕсем пĕр-пĕрин хушшинче 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. Юлашкинчен старта 3 арçынпа 2 хĕрарăмран тăракан хутăш ушкăн тухрĕ. Шĕнерпуç ял тăрăх команди çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ, янăшсем дистанцие 2-мĕш çитрĕç, пьедесталăн 3-мĕш картлашки çине «Улăп» спортпа сывлăх центрĕн ĕçченĕсем хăпарма тивĕçрĕç.

Хăйсен дистанцийĕсенче çĕнтернисене дипломсемпе, парнесемпе тата кубоксемпе чысларĕç. Чи вăйлă командăсем прессăн республикăри спорт фестивальне хутшăнĕç.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости