Юлашки юр çийĕн…

Влаç органĕсен представителĕсем йĕлтĕрпе чупрĕç

Иртнĕ шăматкун республикăри влаç органĕсен представителĕсем галстуклă костюмĕсене спорт тумĕпе ылмаштарса йĕлтĕр сырса старта тухнă – Муркаш районĕнче Чăваш патшалăх влаç тата хăйтытăмлăх органĕсен XVI спартакиади иртнĕ.

Ăмăртăва 51 команда хутшăннă. Пухăннисене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе саламланă, спортра çитĕнÿсем суннă. «Спортăн çак уявне пурте тахçантанпах кĕтнĕ. Пĕр-пĕринпе курса калаçма, спортри çитĕнÿсене сÿтсе явма, чи вăйлисене палăртма меллĕ сăлтав ку. Сывлăха çирĕплетме те аван», – тенĕ Юрий Васильев. Сăмах май, Муркаш районне ăнсăртран суйламан – юлашки çулсенче муниципалитет йĕлтĕрпе ярăнма пурĕ пилĕк трасса хатĕрленĕ, пĕтĕмпех çутăпа тивĕçтернĕ, ытти муниципалитетшăн тĕслĕх пулса тăнă.

Çавăн пекех йĕлтĕр сыракансене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, муниципалитет ертÿçи саламланă.

Кăçал ăмăртура арçынсем 2,5, хĕрарăмсем 1,5 çухрăм парăнтарнă. Аса илтерер, кăçалхи йĕлтĕр чупăвĕ 2017 çулта спартакиадăн чи пирвайхи тапхăрĕ кăна. Влаç органĕсен представителĕсем çулталăк тăршшĕпех пăшал перессипе, шашкăлла, шахматла, сĕтелçи теннисла, стрит-баскетла, мини-футболла, волейболла выляссипе, вĕрен туртассипе, ишессипе, дартса перессипе тупăшĕç, хутăш эстафетăра хăйсене кăтартĕç, фитнес-аэробикăри ăсталăхĕпе тупăшрĕç.

Йĕлтĕр чупăвĕнче вырăнсем çапларах пайланнă: ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсем мала тухнă, Гостехнадзор команди 2-мĕш, Юстици министерствин ĕçченĕсем 3-мĕш пулнă. Чăваш Енри федераци органĕсен хушшинче иртнĕ тупăшура пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине ШĔМ команди хăпарнă. МЧС ушкăнĕ 2-мĕш, Чăваш Енри УФСИН команди 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Муниципалитетсен хушшинче Хĕрлĕ Чутай районне çитекен пулман, 2-мĕш вырăна шăмăршăсем тивĕçнĕ, йĕпреçсем – 3-мĕш. Район команди йĕлтĕр чупăвĕнче 9-мĕш пулнă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости