Юрă-ташăпа илемлĕ чăваш туйĕ

Асаттесемпе кукаçисен вăхăтĕнчи туй йăли-йĕркисем ялсенче манăçа тухсах пыраççĕ. Халĕ уявсене кафесенче ирттерме тăрăшатпăр, тамада ертсе пырать. Çамрăк арăмсен туй çипуçĕсем, ума çакмалли тенкĕсем илемлĕрех, савăнăçлăрах курăнаççĕ. Туй юррисем мĕне тăраççĕ тата!

Ĕлĕкрех авланакан каччă валли хĕр тупкăч шыранă, вăлах качча кайма вăхăт çитнĕ хĕрсем валли те яш тупса панă. Тепĕр чухне хĕрĕ майлă пулмасан тупкăчăна çупкă та леккеленĕ.

Авланакан каччă чи малтан хĕр çураçма кайнă. Тĕллевĕ – хĕрĕн ашшĕ-амăшĕпе туй тăвасси пирки калаçса татăласси. Каччăпа пĕрле ашшĕпе çывăх тăванĕсем пынă. Пĕрле вĕсем четвĕрт кĕленче эрех, çавра çăкăрпа чăкăт илнĕ. Çăкăр çине каччă укçа хунă – ăна хулăм укçи тенĕ. Хĕр качча килĕштерсен хăçан туй тăвасси пирки калаçса татăлнă, хĕр пулас упăшкине кĕпе тăхăнтартнă. Çураçма пынă ытти тăвана та парне кÿнĕ. Качча каяс хĕр пулас хуняма валли тутăр, кĕпе таврашĕ парса янă. Йăла-йĕрке тăрăх, каччă амăшĕ хĕр çураçма кайман, тупкăчăна вара каччă тупса панăшăн кĕпе парнеленĕ.

Ыран туй пулас кун каччă çумĕнчи кĕçĕн кĕрÿсем кил картине шилĕк лартнă. Виçĕ енне вăрăм саксем, шилĕк варрине – пилеш (çăка е хурăн). Туратти çине алшăлли çакнă, шилĕк варринчи сĕтел çинче – витрепе сăра, четвĕрт кĕленче эрех тата пуçламан çăкăр. Качча каякан хĕр килĕнче те шилĕк лартнă. Туя хатĕрленме хĕр çумĕсем пулăшнă.

Палăртнă кун хĕр килне туй халăхĕнчен маларах туй пуçĕ кайнă. Сăра пички, четвĕрт кĕленче эрех, çÿхе чăкăт илнĕ туй пуçĕ, каччăн ашшĕ, çывăх тăванĕсенчен пĕр хĕрарăм лаша кÿлнĕ тăрантас çине ларса кайсан туй халăхĕ те тапраннă. Хăйматлăхсем туя йĕркелесе пынă. Каччă амăшĕ ывăлпа кине çăкăрпа хирĕç тухса кĕтсе илнĕ. Çамрăк мăшăра хăйматлăхсем шур пир тăрăх кĕртнĕ.

Тепĕр кун ирхине çĕнĕ çын çăл патне шыв ăсма кайнă, халăхра ăна шыв çулĕ пуçлани тенĕ. Хăйматлăхсем те, кĕçĕн кĕрÿсем те çак йăлана хутшăннă. Шывĕпе шурă яшка (çăмахпа сĕт ярса) пĕçернĕ. Çĕнĕ мăшăра ăна тутанма лартнă. Апат çиме ларакансем çĕнĕ мăшăра парнесем панă. Кĕçĕн кĕрÿсем пурне те сĕтел хушшине лартма тăрăшнă.

Хĕр енчи çамрăксем хĕр арчине леçме килнĕ. Çав кунах хăта-тăхлачсемпе паллашма хĕр енчи тăвансемпе хăта халăх та çитнĕ. Хăта халăх каччă тăванĕсем патне килĕрен кĕрсе юрласа, ташласа çÿренĕ.

Виççĕмĕш кунне каччă енчи тăвансем, çĕнĕ мăшăр тавăрнана кайнă. Тавăрна халăх тенĕ вĕсене. Хĕрĕн тăванĕсем патне тавăрна халăхĕ килĕрен кĕрсе юрласа, ташласа çÿренĕ. Хĕр шилĕкне сÿтсе хĕрсем качча кайччăр тесе шилĕк çаппине хуралтă урлă вăркăнтарнă.

Çапла вара, ялта чăваш туйĕ 3 куна пыратчĕ. Вăл питĕ савăнăçлă иртетчĕ.

НИНА АНТОНОВА, КИПЕЧКАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости