Яковлевпа пĕр ялтан

Чӑвашсене çутта кӑлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев Тутар республикинчи Кӑнна Кушки ялĕнче çуралнине эпир пурте пĕлетпĕр. Çакăнтан пултаруллӑ çынсем чăнах та сахал мар тухнă: Н.И. Ашмарин соратникĕ Н.А. Резюков, чӑваш театрне пуçласа яраканĕ И.С. Максимов-Кошкинский, А.Е.Алкапа А.В. Тимбай поэтсем, Чӑваш халӑх артистки Анна Казарова-Алексеева… Алексей Александрович Козлов та 1915 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче çак ялта çуралнă.

1935 çулта Чĕмпĕрти педагогика техникумне пĕтерсен Куславкка районĕнчи Еметкино ялĕнчи шкулта историпе географи учителĕнче ĕçлет вăл. 1936 çулта ӑна Вӑрнар районĕнчи Кӳлхĕрринчи сакӑр çул вĕренмелли шкулти вĕрентӳ пайĕн заведующине куçараççĕ. 1937 çулта Хĕрлĕ çара илеççĕ. Каярахпа артиллери училищине вĕренсе пĕтерет.

Тăван çĕршывăн Аслă вӑрçи пуçланнӑ вӑхӑтра Козлов лейтенант чикĕрен 4 çухрӑмра кӑна службӑра тӑнӑ, пĕрремĕш кунранах çапӑçӑва кĕме тивнĕ. Ровно хули патĕнче аманать. Батарея командирĕн политика енĕпе ĕçлекен çумĕн виçĕ уйӑх таран Харьков хулинчи госпитальте сипленме тивет. Сывалнӑ хыççӑн каллех хӑйĕн чаçне таврӑнать. 1943 çулта ӑна икĕ хутчен амантаççĕ. 1944 çулта – тепĕр хутчен те. Контузи илет.

Иккĕмĕш дивизион салтакĕсем Крыма нимĕç захватчикĕсенчен ирĕке кӑларас ĕçе хастар хутшӑнаççĕ. Севастополь патĕнче паттӑрлӑх кӑтартаççĕ. Ăна 1944 çулхи майӑн 9-мĕшĕнче ирĕке кӑлараççĕ. Вӑрçă Прибалтикӑшӑн пынă çапăçупа вĕçлет.

Алексей Козлов капитана вӑрçӑ хирĕнче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн партипе правительство орденсемпе, медальсемпе наградӑланӑ. Тăван çĕршывăн Аслă вӑрçин I степень орденне Сиваш урлӑ каçнă чухнехи паттăрлăхшăн панӑ. Хĕрлĕ Çӑлтӑр орденне вара Сапун Гора патĕнчи паттӑрлӑхшăн. Орденсемпе пĕрлех «За отвагу», «За боевые заслуги» тата ытти медаль те ялкӑшаççĕ вӑрçӑ ветеранĕн кӑкӑрĕ çинче. Вĕсемпе юнашарах – «Ĕç ветеранĕ» медаль те.

Мирлĕ ĕçе Алексей Александрович 1948 çулта тин тытӑнать. Пĕр вӑхӑт Алтай крайĕнче ĕçлет. 1951 çулта Шупашкарти 6-мĕш шкулта вăй хума тытӑнать. Ĕçленĕ хушӑрах куçӑмсӑр майпа Шупашкарти педагогика институтне пĕтерет. 1959-1977 çулсенче Мӑн Маркари сакӑр çул вĕренмелли шкулта историпе географи учителĕнче тăрăшать.

Мӑшӑрĕ Анна Николаевна Мӑн Маркара 1931 çулта кун çути курнӑ. Вĕсен çемйинче тӑхӑр ача çуралнӑ, анчах та çиччĕшĕ ачаллах çĕре кĕнĕ. Анна Николаевнӑн пиччĕшĕ вӑрçӑран таврăнайман. Медицина училищине пĕтерсен мĕн ĕмĕр тӑшшĕпех ентешĕм больницӑра ĕçленĕ. Çатра Марка ялĕнче, Ишек салинче фельдшерта тӑрӑшнӑ. Ĕç ветеранĕ тăрăшулăхшăн темиçе хутчен те грамотăсене тивĕçнĕ. Мăшăр икĕ ывӑлпа пĕр хĕре кун çути парнеленĕ.

Тивĕçлĕ канура та ветеран тӑван шкулпа çыхӑнăва татман, час-часах ялти шкулта пулнӑ, вĕренекенсене иртнĕ вӑрçӑ çинчен каласа панӑ. Вера хĕрĕ те ашшĕ çинчен паян ырӑпа çеç аса илет: «Вӑрçӑ ветеранĕсем пирĕн пата пуçтарӑнсан йывӑр вӑхӑта аса илсе хурланса та илетчĕç. Эпир нумай нуша куртӑмӑр. Пирĕн ачасене вӑрçӑ ан лектĕрччĕ, – тетчĕç. Районти ветерансен совечĕн председателĕ пулнӑ май чылай çынна пулӑшнӑ пирĕн атте. Шкулта ĕçленĕ вӑхӑтра тӑлӑх ачасене сирсе хăварман. Паянхи пекех астӑватӑп: Галя Шаровăна сумка тата ботинка илсе панӑ та хайхи пӑхӑр-ха, манӑн мĕнле хитре ботинка тесе мухтанчĕ шкулта. Пирĕн патра хӑнара Александр Алка поэт та пулнӑччĕ. Аттепе пĕрле уя тухнӑ та аллисене хыçа тытса васкамасӑр мĕн акнине тата мĕн ӳснине пӑхса çӳреççĕ».

Алексей Александровичпа Анна Николаевна пирĕнтен яланлӑхах 2005 çулта уйрӑлса кайнӑ. Вĕсен килĕнче халĕ ывӑлĕ Петр çемйипе тĕпленсе пурӑнать.

1998 çулта ашшĕн сывлӑхĕ хавшама пуçласан Шупашкар хулинчен яла куçса килеççĕ. Вӑрçӑ суранĕсем те аптратаççĕ ветерана. Амӑшĕ те ватӑлса пырать. «Ывӑлӑм, пире пĕччен пурӑнма йывӑртарах, ялах килетĕр пулĕ», – тет амӑшĕ. Петĕр мӑшӑрĕ Надежда Геннадьевна ялта ĕç тупас шутпа сутуçа вĕренсе тухать. Малтан Малтикас ялĕнчи лавккара, юлашки теçетке çулта Çатра Маркара тимлет. Козловсем хĕрпе ывӑл çуратса ура çине тӑратнӑ. Ольга Шупашкарти Ульянов ячĕллĕ университетра куçаруçӑ специальноçне алла илнĕ, халĕ çавăнтах юриста вĕренет. Кӳкеçри лицейра вĕреннĕ вӑхӑтра ухӑпа перес енĕпе спорт секцине çӳресе тĕрлĕ хулари – Орелта, Сочире, Мускавра – ӑмӑртусене хутшӑннӑ. Ывӑлĕ Сергей Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ колледжра автомеханик профессине алла илет. Сӑмах май, «пиллĕксемпе» çеç ĕлкĕрсе пырать маттур каччӑ. Мал ĕмĕтлĕ çамрӑк аслашшĕ тата Алексей куккӑшĕ пек çар çынни пулас шутлă. Эпĕ ĕненетĕп – Сергейӑн ĕмĕчĕ пурнӑçланатех.

Екатерина Григорьева, Мӑн Марка

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости