Ялта çук хушаматлă

Пирĕн тăрăхри хăш-пĕр ялта таврара çук хушаматлă çемьесем тĕл пулаççĕ. Ытларах чух вĕсем – 1941 çулхи кĕркунне кунта эвакуаципе килнĕ çынсен несĕлĕсем. Курнă-илтнĕ çав ентешсем çинчен сăмахлассăм килет.

Атăлъялта тĕпленнĕ Свидерскисем вăрçă умĕн Финлянди чикки çывăхне пурăнма куçнă. Эвакуацие Ленинградран янă çемьесемпе пĕрле Атăл тăрăх баржăпа Шупашкара çитнĕ. Атăлъял халăхĕ Свидерскисене лайăх йышăннă, ялан пулăшса тăнă. Малтан Анна Алексеевна виçĕ ачипе çĕрпÿртре пурăнать. Женя салтака кайса килсен вĕсем пÿрт лартаççĕ. Евгений Васильевич совхозри машинăпа трактор паркĕнче вăй хурать, техника енĕпе пĕлÿ илет. Мăшăрĕпе, Лидия Петровнăпа, вĕсем хĕрпе ывăл пăхса ÿстернĕ. Свидерскисем халĕ те пысăк хисепре. Лидия Петровнăна вара пирĕн патра та паллаççĕ – çамрăк чух вăл Çĕньял-Покровски шкулĕнче математика вĕрентрĕ. Аслă пĕлÿ илсен Кипечкасси шкулне вырăс чĕлхи вĕрентме куçрĕ. Унăн мăнуксем те, кĕçĕн мăнуксем те пур.

Тепĕр тĕслĕх. 1962 çулта пирĕн енчи Вашук ялĕн хĕрĕ Валентина Григорьева пăрахутпа Хусантан килнĕ чух Федик хушаматлă каччăпа паллашать – Волгоградран таврăнакан Толя лармашкăн ăна вырăн панă. Тепĕр виçĕ çултан вĕсем пĕрлешеççĕ.

Строительство техникумĕнче вĕреннĕ Тольăн амăшĕ Перасковья Семеновна Федик Шупашкаркассинче пурăннă. Вăл Украинăри Винница облаçĕнчен, Буг шывĕ хĕрринче вырнаçнă Ястребуха ятлă ялтан пулнă. Кайран унта вăл Тольăн çемйипе темиçе хут та кайса килнĕ. Вăрçă умĕн çамрăк хĕрача Мускава, палланă çынсем патне ача пăхма каять. Эвакуаци пуçлансан вĕсем ăна пĕрле илеççĕ. Шупашкаркассинче çемьене малтан клубра вырнаçтарнă. Часах колхоз председателĕ вĕсене Трофим Васильевичпа Тари аппа Ялаховсем патĕнче хваттер тупса парать. Вăрçă пĕтеспе Перасковья Семеновна кил хуçисемпех юлать. Шупашкаркассинче ăна килĕшнĕ: мăн çул юнашарах, хула та инçе мар, ял çыннисем кăмăллă. 1944 çулта Толя çуралнă, 1946 çулта – Галя. Ачасене ÿстерме Ялаховсем сахал мар пулăшнă. Трофим Васильевич 1969 çулччен пурăннă. Кил-çуртне Перасковья Семеновнăна парса хăварнă.

1965 çулта Анатолие çара илеççĕ. Виçĕ çул Иркутскра иртет. Çар хыççăн Федик Мускаври политехника институтне пĕтерет. «Пилĕк çул пĕрехмай экзаменсем тытма Тольăна Мускава ăсататтăм», – аса илет Валентина Павловна. Хăй вăл заводра ĕçленĕ, Анатолий Васильевич Шупашкарти прибор тăвакан заводра директорăн строительство енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Нумай çул тăрăшнă. Федиксен ывăлĕпе хĕрĕн ачалăхĕ Шупашкаркассинче асламăшĕ патĕнче те иртнĕ. Паян та Анатолийпе Валентина яла пăрахман. Хĕл кунĕсене кăна хулари хваттерте ирттереççĕ. Вĕсем кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ. Таçта инçех мар, Шарпаш ялĕнче, Анатолийĕн йăмăкĕ Галина пурăнать. Унăн ачисем те ĕçчен те пултаруллă çынсем.

Чăвашсемпе пĕрле ĕмĕрне ирттернĕ ытти халăх представителĕсем тем тесен те пирĕн куç умĕнче, вĕсем çинчен пирĕн татах пĕлес килет.

ТАМАРА ВЕРЕНДЕЕВА, ШУПАШКАР

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости