Ялти хисеплĕ ватăсем

Иртнĕ ĕмĕрте эпĕ çуралса ÿснĕ Чăрăшкасси ялĕ икĕ ятпа çÿренĕ. Çур ялне Чăрăшкасси, тепĕр çуррине Сăранкасси тесе каланă. Юлашки халĕ хут çинче çук ĕнтĕ. Малтанах ял тăрăхĕ 11 ялтан йĕркеленнĕ пулсан, хальхи вăхăтра Тăрăн енчи ялсене шутламасан 9-шĕ çеç тăрса юлнă.

Çак сăн ÿкерчĕкре Чăрăшкасси ялĕнче хресчен ĕçне пурнăçласа пурăннă ватăсем сăнланнă. Вĕсем пурте XIX ĕмĕр вĕçĕнче çуралнăскерсем. Сулахайри – Федор Гаврилович Ядаков, варринчи – вĕсен тăванĕ Никита Наумович Кикашов, виççĕмĕш ватă – Иван Гаврилович Ядаков. Иванпа Федор пĕр тăвансем пулнă. Эпĕ ас тăвасса, çак ватăсем çуллахи вăхăтра урамра шурă тĕслĕ кĕпе-йĕмпе, çара уран çÿретчĕç. Ĕлĕкрех çĕр пичĕ таса пулнă, кантăк е тимĕр тавраш сапаланса выртман. Урам хушшинче урапа çулĕ кăна пулнă. Ăна эпĕ те аван ас тăватăп.

Федор мучи теттĕмĕр эпир, ачасем, ватăсенчен пĕрине. Хуçалăхĕ çирĕпчĕ унăн. Ĕлĕк-авал хресчен лаша, ĕне, сурăхсем, кайăк-кĕшĕк тытнă. Çак ватăсем те хресчен ĕçне ĕçлесе пурăннă. Никита Наумович питĕ нумай пĕлетчĕ, сăмах ăсти теттĕмĕр эпир ун пирки. Пире, вĕтĕр-шакăра, тем çинчен те каласа кăтартатчĕ. Пуçтарăнаттăмăр эпир ун килĕ умне, пĕр вунă-вун пилĕк ача. Çăварсене карса пăрахсах итлеттĕмĕр унăн халапĕсене. Нумай каласа паратчĕ, час-часах «понимаешь» сăмаха кĕртсе хуратчĕ. Эпир, ачасем, ăна ят та панăччĕ – «Понимаешь мучи» теттĕмĕр. Иван Гаврилович çемйи те тĕреклĕ хуçалăх тытатчĕ. Икĕ ывăлĕ вăрçăран таврăнайман унăн, 3 хĕрĕ пурччĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Володя колхозра механизатор пулса ĕçлетчĕ. Вăл тава тивĕçлĕ механизатор ятне тивĕçрĕ, хурçă учĕпе ĕçлесе чапа тухрĕ. Эпĕ те Володя пиччепе пĕрле 3 çул трактор çинче çур аки тата кĕрхи суха тунине асра тытатăп. Çурхи ĕçсене вĕçлесен колхоз Акатуй тăваканччĕ. Унта мала тухнă механизаторсене те чыслатчĕç. Эпир те çур аки вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн 1-2 хутчен парне илме тивĕçнĕччĕ. Сцена çине чĕнсе тухса Хисеп хучĕпе чысларĕç ун чухне.

Авалхине асра тытмасăр паянхи пулмасть теççĕ халăхра. Çак сăн ÿкерчĕкри ватăсем ялта хисепре пулнă, хăйсен тăванĕ-хурăнташĕпе хутшăнса пурăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине ывăлĕсене ăсатса каялла кĕтсе илеймен вĕсем, хуйха-суйха ĕçре манма тăрăшнă, тĕрлĕ йывăрлăха чăтнă. Эпир, каярахри ăру, вĕсене яланах сума суса асра тытма тăрăшатпăр.

ВАЛЕНТИН СИНЕЛЬНИКОВ, ЧĂРĂШКАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости