Ял илемне пăсаççĕ – пушар, усал ĕç вырăнĕ пулса тăраççĕ

Ял сăн-сăпачĕ – илемлĕ, тĕреклĕ çуртсенче. Анчах та кашни ялта тенĕ пекех тăлăххăн, мĕскĕннĕн ларакан пушă çуртсем пур. Нумай пулмасть кăна пурнăç вĕресе тăнă вĕсенче, ача-пăча хĕвĕшнĕ… Ашшĕпе амăшĕ пурнăçран уйрăлсанах хапха алăкĕнчен çăраççи çакнă…

Хăрушлăх объекчĕсем

Иртнĕ эрнере Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ тата Красноармейски районĕсенче ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă май пушă, хуçасăр çуртсем ял сăн-сăпатне пăснине палăртнă, çак çитменлĕхсене пĕтерме сĕннĕ.

Тăлăххăн лараканскерсем, вĕлтрен айне пулнăскерсем çамрăксемпе кил-çуртсăр çынсене пухăнмалли вырăнсем пулса тăраççĕ. Ашшĕ-амăшĕ тимлĕх уйăрман шăпăрлансемшĕн те илĕртÿллĕ вĕсем. Шел те, урам вара чылай чухне лайăххине кăна вĕрентмест. Ачасем вăйă вылямалли «вăрттăн штабсем» йĕркелеме кăмăллаççĕ – пушă ларакан çуртсем, вĕсен ăсĕпе, шăпах çакна валли юрăхлă та. Культура вучахĕсемсĕр ялсенчи çамрăксем вăхăта мĕнле ирттереççĕ тетĕр-и? Кÿршĕ яла ташă каçне каяççĕ, урамра пухăнаççĕ, пĕр-пĕр пушă çурт куç умне пулсан – унта кĕрсе ларма та май тупаççĕ.

Тăлăххăн ларакан çуртсенче пушар сиксе тухас хăрушлăх та пысăк. Ун пек тĕслĕхсем районта пулман мар. Çакна районти надзор тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн специалисчĕ Олег Порфирьев та çирĕплетрĕ. «Пушă ларакан çуртсен чÿречи-алăкĕсем çĕмрĕк е уçă, ун пек çĕре кĕме никам та чармасть, ятлаçакан çук. Ача-пăча валли ашкăнмалли вырăн хатĕр те. Ун пеккисенче каçсерен çамрăксем пухăнаççĕ, çурт-йĕрсĕр çынсем те ун пек вырăнсене кăмăллаççĕ. Асăрханмасăр хăварнă сÿнме ĕлкĕреймен хут татăкĕ е пирус тĕпĕ тивсе илтĕр кăна – пушар пуçланчĕ те», – ыйту çивĕчлĕхне палăртрĕ вăл.

Ишек ял тăрăх администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, халăх инвентаризацийĕ паянхи кун тĕлне ял тăрăхĕнче 4 пушă кил-çурта тупса палăртнă. Дача пек усă куракан та сахал мар. Ишек тăрăхĕнчи ялсенчи пушă çуртсенче ача-пăча алхасас, çамрăксем пухăнса эрех-сăрана ас тивес хăрушлăх çук-и – çак ыйтăва ял тăрăх администрацийĕнче хуравлама ыйтрăмăр. «Çук, халиччен ун пек сас-хура хăлхана кĕмен, ачасемпе çамрăксене валли Ишек, Мăн Марка тата Çатра Марка клубĕсенче тĕрлĕ кружок ĕçлет, пушă вăхăта усăллă ирттерме май çителĕклĕ», – шантарсах каларĕç специалистсем.

Атайкасси ял тăрăхĕнче çуртсем пушă тăраççĕ-и вара? Ял тăрăх пуçлăхĕ Юрий Башкиров пĕлтернĕ тăрăх, хула çывăхĕнче вырнаçнăран кил-çурт алăкне çăраççи çакакансем çук. Хула çывăхĕнчи çĕр лаптăкĕсен хакне кура пурăнас темесен çурт хуçисем пурлăха сутаççĕ, тымар ярас текеннисем вара вăй çитерсе тĕреклĕрех çурт-йĕр çавăрма тăрăшаççĕ.

Инвентаризаци – çăлав

ЧР Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн 2017 çулта Патшалăх Канашне янă Çырăвне пурнăçласа куçман пурлăхăн усă курман тата авариллĕ объекчĕсене тупса палăртма район территорийĕнче те «Халăх инвентаризацийĕ» акци иртет. Инвентарицин тĕп тĕллевĕ – куçман пурлăх объекчĕсене налог çаврăнăшне кĕртесси. Çак ĕçсене пурнăçласа акци йĕркелÿçисем объект хуçисене тупса палăртнă хыççăн вĕсене кадастр учетне тăратмалли тата харпăрлăха регистрацилемелли пирки ăнлантараççĕ. «Килĕшмесессĕн ял тăрăх пуçлăхĕсем вĕсене усă курман объектсен шутне кĕртсе муниципалитет харпăрлăхне куçараççĕ», – ăнлантарчĕ райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Зоя Маслова çĕр лаптăкĕсемпе усă куракансене, çурт-йĕр хуçисене куçман пурлăх объекчĕсене харпăрлăха вăхăтра регистрацилеме чĕнсе каланă май. Халăх инвентаризацине ирттерме хальхи вăхăтра туса хунă ĕçлĕ ушкăнра налог службипе райадминистраци специалисчĕсем, халăх представителĕсем. Çак ĕçсене пурнăçлани Халăх инвентаризацийĕн базине усă курман тата налог тĕлĕшĕпе тупăш кÿмен 70 объекта кĕртме май панă. Çакă – вырăнти бюджета пуянлатмалли тĕп çул-йĕрсенчен пĕри. Ку укçа-тенке шкулсемпе ача сачĕсен, больницăсен, ФАПсен, клубсен, çулсен юсавне валли, çĕннисене тума усă курма пулать-çке-ха. Пушă çуртсене мĕншĕн усăсăр лартмалла?

Шута илме

Райадминистраци сайтĕнчи «Халăх инвентаризацийĕ» («Народная инвентаризация») баннер информаципе пуянлансах пырать. Хуçасăр çурт-йĕр пирки «хĕрÿ лини» телефонĕпе те пĕлтерме май пур: 8(83540) 2-50-77. Хыпарсене ĕçлĕ ушкăн та йышăнать.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости